Пакунсем саккуна пăсма чăрмантармаççĕ
Прокуратура тата право хуралĕн органĕсем çулталăк пуçланнăранпа коррупципе кĕрешес енĕпе ĕçленине пĕтĕмлетнĕ те - хăшĕ-пĕри мундир чысĕшĕн çунманни куç кĕрет. Кăçал право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсем преступлени туни çинчен 62 пĕлтерÿ пулнă. Вĕсене тишкерсе 9 çын пирки 68 уголовлă ĕç пуçарнă.
Сăмахран, Следстви комитечĕн Шупашкарти пайĕ суд приставĕсен службин тĕп хулари Мускав районĕнчи подразделенийĕн ĕçченĕ тĕлĕшпе УК 160 статйин 3-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Пристава парăмлă çын суд йышăнăвне пурнăçламашкăн панă 16 пин ытла тенке хăйĕн кĕсйине чикнĕшĕн айăплаççĕ. Уголовлă ĕçе кĕçех суд тишкерĕ.
Çĕнĕ Шупашкарта хула полицийĕн хĕç-пăшал енĕпе ĕçлекен кĕçĕн инспекторĕ айăпа кĕнĕ - преступлени пулнине ĕнентерекен япаласене упрамалли камерăран пăшал тата патронсем вăрланă. Вăл та çывăх вăхăтра суд умне тăрĕ.
Кăçалхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче право хуралĕн органĕсен 10 сотрудникне уголовлă майпа явап тыттарнă. Çав шутра 5-шĕ - ШĔМ, 2-шĕ - суд приставĕсен службин ĕçченĕсем, тата 3-шĕ - миграци, наркотĕрĕслев службисен, УФСИН сотрудникĕсем.
Калăпăр, нарăс варринче юсанмалли 4-мĕш колонин ĕç сыхлавĕпе техника хăрушсăрлăхĕн аслă инженерĕ А.Орлов суд умне тăчĕ. Айăпланнă çын валли колони территорине кĕсье телефонĕ илсе кĕнĕшĕн вăл пĕлĕшĕнчен взятка илнĕ. Суд ăна взяткăн 55 виçи чухлĕ /55 пин тенкĕлĕх/ штрафларĕ, çийĕнчен унăн 3 çул патшалăх службинчи йĕркелÿ, администраципе хуçалăх функцийĕсемпе çыхăннă должноçсенче ĕçлеме юрамасть.
Валерий МИХАЙЛОВ,
ЧР прокуратурин коррупципе
кĕрешесси çинчен калакан саккунсене пурнăçланине сăнаса тăракан пай прокурорĕ