Комментари хушас

21 Чÿк, 2013

Прокуратура статистикăшăн та яваплă

РФ «Раççей Федерацийĕн прокуратури çинчен» саккунĕн 51 статйипе килĕшÿллĕн кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен РФ Генеральнăй прокуратурине прокуратура органĕсенчи отчетлăхпа пĕрлех патшалăхăн пĕрлехи право статистикине тытса пымалли тивĕçе те шанса панă. Çав шутра - преступленисем пирки пĕлтернисене, преступлени тăвассин лару-тăрăвĕн, вĕсене уçса парассин, следстви ĕçĕн тата прокурор надзорĕн кăтартăвĕсене шута илсе пырасси.

Кăтартусене шута илесси, отчетлăх - прокуратура ĕç-хĕлне тивĕçтермелли никĕс шутĕнче. Ведомствăн статистика отчетлăхне йĕркеленин тĕллевĕ - патшалăх ертÿçисене, Генеральнăй прокурора прокуратура органĕсен, право хуралĕн ытти органĕн ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсем пирки тĕрĕс статистика парса тăрасси, çав кăтартусемпе право хуралĕн пĕтĕм тытăмĕн ĕç-хĕлне лайăхлатма усă курасси.

Регионсен шайĕнчи прокуратурăсенче те, РФ Генеральнăй прокуратуринче те статистика отчетлăхне тытса пыма ятарлă подразделенисем йĕркеленĕ. Чăваш Республикин прокуратуринче те кăçалхи çурла уйăхĕн вĕçĕнче право статистикин пайне туса хунă.

- Прокуратура органĕсенчи кăтартусене шута илессипе, статистика отчетлăхĕпе çыхăннă право никĕсĕнче - РФ Генеральнăй прокурорĕн хушăвĕсем, прокуратура, право хуралĕн органĕсен, ытти министерствăпа ведомство ертÿçисен пĕрлехи хушăвĕсем, - пĕлтерчĕ ЧР прокуратурин çĕнĕ пайĕн пуçлăхĕ юстицин аслă советникĕ В.Иванов. - Кăçалхи 10 уйăхра республика прокуратурин сотрудникĕсем право статистикин сферинче 20 ытла тĕрĕслев ирттернĕ, йĕркене, саккуна пăснă 645 тĕслĕхе тупса палăртнă, право хуралĕн органĕсен ĕçне хаклакан кăтартусене тивĕçлĕ тÿрлетÿсем кĕртнĕ.

Çакă право статистикин пайĕн ĕçĕ кирлине çирĕплетет. Çитес çултан çак пай çине республикăн право хуралĕн органĕсен ĕçĕн кăтартăвĕсем çинчен калакан отчетлăха йĕркелесе пырасси туллин тиенет. Эппин, ĕç кăтартăвĕсен тĕрĕслĕхĕшĕн те патшалăх ертÿçисен, общество умĕнче çак пай яваплă пулĕ.

К.АНТОНОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.