Елчĕксем Рыбинскра палăрнă

20 Чÿк, 2013

Ярославль облаçĕнчи Рыбинск хулинче кире пуканĕ йăтассипе Раççейри студентсен чемпионачĕ иртнĕ. Помост çине 31 аслă шкулти 200 ытла атлет тухнă. Малти виçĕ вырăна Омскри физкультура, Томскри патшалăх тата Рыбинскри авиаципе технологи университечĕсен командисем йышăннă. Тăваттăмĕш вырăнта - Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем.

Шупашкарти аслă шкул чысне хăй вăхăтĕнче Елчĕк районĕнчи А.В.Игнатьев ячĕллĕ спорт шкулĕнче вĕреннĕ çамрăксем, çитес çулсенче агропромышленноç комплексĕн специальноçĕсен дипломне илме хатĕрленекен студентсем уйрăмах лайăх хÿтĕленĕ. Кавал ялĕнчи спорт мастерĕ Александр Павлов, 78 килограмлă атлетсен ушкăнĕнче ăмăртнăскер, чемпионатăн малтанхи кунĕнче 32 килограмлă икĕ пукана тÿрех çĕклесе илессипе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕш кунхине пулас инженер икĕ пукана кăкăр çинчен 104 хутчен тĕртнĕ, пĕр снаряда малтан - сылтăм, унтан сулахай алăпа 151 хут çĕкленĕ, нумай енлĕ кĕрешÿре иккĕмĕш кăтартупа палăрнă. Çапла майпа 19 çулти студент ылтăн тата кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ.

Вун тăхăр çулти Иван Кривов, унран аслăрах Андрей Николаевпа Елизавета Еремеева та хăй вăхăтĕнче Елчĕк районĕнчи спорт шкулĕнче О.Федоров тренер-преподаватель патĕнче вĕреннĕ. Вĕсем тата Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Дмитрий Козлов студентсен чемпионатĕнче виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче ял хуçалăх академийĕн чи вăйлă студенчĕсемпе аслă шкултан вĕренсе тухнă хăш-пĕр атлет Тутар Республикинчи Çÿллĕ Ту поселокĕнче СССР спорт мастерне, çĕр-шыв чемпионне Т.Биккениева асăнса ирттерекен Пĕтĕм Раççейри турнирта вăй виçрĕç.

Раштав уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче тимĕр вăййине юратакансене Кÿкеç поселокĕнчи «Улăп» физкультурăпа спорт керменĕнче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен Пĕтĕм Раççейри ХХХ турнирта кĕтеççĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.