Çеçпĕл Мишши чĕнсе каланисем пурнăçланĕç-ши?
Юлашки çулсенче хамăрăн генилле поэтăмăрăн Çеçпĕл Мишшин çуралнă кунне палăртас умĕн унăн кĕнекисене алла илсе вуласси йăлана кĕрсе кайрĕ манăн. Вуланăçемĕн вара пуçра темĕн тĕрлĕ шухăш çуралать: поэт ĕмĕчĕсем, чĕнсе каланисем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ-ши, атте-анне чĕлхипе анлăн усă куратпăр-и, авалхи несĕлсем парса хăварнă чăвашлăх туйăмне тивĕçлĕ уяса пурăнатпăр-и?