Archive - 2017 - Хыпар
март 2nd
«Ĕмĕтĕм пурнăçланатех»
Çыравçăпа - куçа-куçăн
«Хăвăрт ӳсес килмест»
Чи интересли ачалăхра-çке
Вăл çав тери çивĕч ăслă, кулăш туйăмĕллĕ тата хаваслă арçын ача. Пĕрисем шкултан вĕренсе тухнă вăхăталла та хăйсен чун туртăмне ăнланмаççĕ, вăл вара хăйне мĕн кирлине халех пĕлет, кăмăллакан ĕç тупнишĕн чĕререн савăнать. Кам-ха вăл? Мĕнех, паллашăр.
Даниил Сергеев Шупашкарти 45-мĕш шкулта 6-мĕш «а» класра вĕренет. Вăл журналист та, оператор та, монтажер та, актер та. Çакă йăлтах «Куча мала» ача-пăча медиа центрĕнчен пуçланнă теме юрать.
— Даниил, «Куча малана» мĕн илсе çитерчĕ сана?
— Аталанас, мĕн те пулин çĕннине пĕлес тени. Куратăр ĕнтĕ, хальлĕхе шухăшлани пулса пырать.
Ырă çын-и эсĕ?
Типшĕм Сашук ÿт-пĕвне пиçĕхтернĕ, Кузнецова сивĕ шывпа чÿхеннĕ
март 1st
«Самант» журналăн 2-мĕш номерĕ пичетрен тухрĕ!
«Капкăн» журналăн кăçалхи 2-мĕш номерĕ кун çути курчĕ
Хуплашкан 1-мĕш страницине "Эх, ачасем! Виличчен хăшĕ килсе курĕ-ши мана?" /художникĕ - А. Плеханов/ ӳкерчĕк илем кӳрет. Иккĕмĕш страницăра - "Йĕплĕ сăмах, чăн сăмах". Кăларăм çивĕч материалсенчен пуян."Ăсталăха туптани", "Çул çӳремелли уйăхлăх билет", "Касатăп шуйттан катăркасне", "Çар вĕрентĕвĕнче", "Кивçен илме шăлсем кирлĕ" тата ытарлă халапсемпе юптарусем вулакан кăмăлне каясса шанатпăр.
"Сăмах çерçи мар", "Шăпăрлансем-шăхличсем", "Йĕплĕ йĕркесем", "Ан та кала" тата ытти ярăмсенче сире интереслĕ материалсем кĕтеççĕ.
Çавăн пекех кунта кроссворд тата илемлĕ ӳкерчĕксем пур.