Комментари хушас

2 Пуш, 2017

Çыравçăпа - куçа-куçăн

«Писательпе ирттернĕ кун» ярăмпа килĕшÿллĕн республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин таврапĕлÿпе наци литературин уйрăмĕнче Николай Ишентейпе «Пĕрле вулатпăр! Сасăпа вулатпăр!» мероприяти иртрĕ. Вулава Шупашкарти 28-мĕш шкулти 4-мĕш класс ачисем хутшăнчĕç.

Чи малтанах ертÿçĕ ачасене Николай Ишентейпе паллаштарчĕ. Вăл — поэт, публицист, прозаик, юмахçă. Пултарулăхне кура хисеплĕ нумай ята та тивĕçнĕ! Ачасем хăйсен умĕнче Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ /1994/, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ ларнине пĕлсен ăна тата кăсăкланарах сăнама пуçларĕç. Поэтăн «Хÿреллĕ дневник» кĕнекине чылай ача юратса вулать, ахальтен мар-çке вăл «Литературăллă Чăваш Ен: çулталăк кĕнеки-2005» республика конкурсĕнче çĕнтернĕ.

Сăмах май, тĕлпулу шăпах Николай Ишентейĕн çуралнă кунĕнче иртрĕ. Ачасем юратнă сăвăçа çак ятпа кăмăлтан саламларĕç, çирĕп сывлăх, пултарулăхра ăнăçусем тата çĕнĕ кĕнекесем кăларма сунчĕç. Николай Петровичăн сăввипе кĕвĕленĕ «Пурнăç урапи çаврăнать» юрра та хаваспах шăрантарчĕç. Çавăн пекех пĕчĕкскерсем поэтăн 2012 çулта «Тетте» журналта пичетленнĕ калавĕсене те илемлĕ вуласа кăмăла çĕклерĕç. Ун чухне Николай Петрович «Асанне арчи» ярăмра Майрук мыскарисем çинчен каласа панăччĕ.

Çавăн пекех кунта «Ырă ĕçсен команди» кĕнекери икĕ калава вуласа паракансем те тупăнчĕç. Вĕсенчен пĕри — «Кăвакал тавçăрулăхĕ» — поэтăн ачалăхри асаилĕвĕсемпе çыхăннă. Иккĕмĕшĕн те — «Фронтран килнĕ çырăвăн» — хăйĕн историйĕ. Ку — пурнăçран илнĕ тĕслĕх, çырусен авторĕ Николай Ишентейĕн тăванĕ пулнă иккен, вăл вăрçă вĕçленес кунсенче фронтра çапăçса вилнĕ. «Пĕчĕк салтак» кĕнекери сăвăсене вара поэт хăйĕн мăнукĕсене халалланă. «Чарусăр мечĕк» кĕнекене Николай Петрович Совет Çарĕнче пулнипе çыхăннă историсем кĕнĕ.

Писательпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçнă хыççăн ачасем унăн хайлавĕсене тата кăсăк-ланарах вулама тытăнĕç, çакă вĕсен сăнĕсенчех палăрчĕ.

Татьяна ЗАХАРОВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.