«Самант» журналăн 2-мĕш номерĕ пичетрен тухрĕ!

1 Пуш, 2017

ÇӖНӖ НОМЕРТЕ:
«Чуна чечеклентерме çемье ăшши кирлӗ». Артем – тăлăх ача. Шупашкарти ача çуртӗнче 2009 çултанпа пурăнать. Тем те пӗлме юратакан ачана вӗрентекенсем мухтаççӗ…

«Хӗрсен çарта пулмалла-и?» ЫЙТĂМ

«Чечек вырăнне – йӳçӗтнӗ купăста». Юратнă артистăн пултарулăхне хаклакансем тата килӗштерекенсем кумирӗпе çывăхрах паллашас шухăшпа тем те хăтланса кăтартма пултараççӗ. Çак тӗллевпех артистсене асра юлмалли парнепе тӗлӗнтереççӗ…

«Ӗмӗрех çулла хуçаланакан утрав». – Эпӗ тăватă уйăх ытла ӗнтӗ Бали утравӗ çинче пурăнатăп. Çул çӳресси мӗнле пуçланнине, тӗнче касма хăçан шут тытнине пӗлес текен нумайлансах пырать. Пӗр хурав çеç пуçа килет – пӗтӗмпех ачалăхра тӗвӗленнӗ.

«Профессионал пулни çителӗксӗр». Анастасия СОКОЛИКОВА çамрăк журналист Чăваш Ене Тюмень облаçӗнчи Нефтеюганск хулинчен куçса
килнӗ.

"Сывлăхлă çыннăн шухăшӗ те, ӗçӗ те хитре". Сывлăха çирӗплетес тесе хамăртан мӗн килнине пурнăçлатпăр-и? Яланах мар çав. Ытларах чухне хамăра ачашлас çулпа каятпăр...

"Акулăпа "Чăвашфильм" туслашнă", "Юрлама шухăш çук", "Машина урапи шăтрӗ", "Манпала паян - баян". "ПĂШĂЛ - ПĂШĂЛ" рубрика
Ку – кăштах кăна. Тата мӗнле хыпарсем кӗтнине «Самант» журнала тытсан пӗлӗр!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.