Archive - 2015 - Хыпар

ноябрь 20th

20 Чÿк, 2015

Çамрăксен министрĕсене палăртнă

Чăваш Республикин Çамрăксен правительствине туса хурасси çинчен калакан Указа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2015 çул пуçламăшĕнче алă пуснăччĕ. Хальхи вăхăтра унăн йышне çирĕплетнĕ, унта пĕтĕмпе 12 çамрăк министр кĕнĕ.

20 Чÿк, 2015

Кальян сиенĕ пирусăннинчен пысăкрах

Сĕрĕм газĕ чĕрене, ÿпкене, ăс-тăна хавшатать

Кăçалхи чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче республикăра граждансен сывлăхне кальян туртнипе çыхăннă пулăмсенчен сыхламалли уйăхлăх пуçланчĕ, вăл раштавăн 10-мĕшĕччен тăсăлать. Асăннă акципе килĕшÿллĕн ведомствăсен хушшинчи план мероприятийĕсем, туртмалли хутăшсен тата кальян кÿрекен инкек, сиенлĕ çак йăлапа республикăра мĕнле кĕрешни çинчен общество организацийĕсен тата влаç органĕсен Чăваш хутлăхĕн çыннисене сывлăхлă тăвас тĕллевпе пĕрлешнĕ представителĕсем «çавра сĕтел» хушшинче уççăн калаçрĕç.

20 Чÿк, 2015

«Ан кулян эс, ан кулян ватлăх пăхнăшăн куçран...»

Пулас пенси пирки çамрăклах шухăшламалла-ши?

Пенси тытăмĕн ыйтăвĕ паян пурне те хумхантарать: влаçрисене те, пулас пенсионерсене те, ватлăх укçипе пурнăçа сыпăнтаркаласа пыракансене те. Пĕрремĕшĕсене бюджетра нухрат çитменнипе 2016 çулта граждансене пенси тÿлемешкĕн çăлкуç тупасси канăçсăрлантарать, иккĕмĕшĕсене - тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕме хăпартас тата пулас пенси валли хывакан нухрата çитес çул "шăнтса лартас" пирки сăмах-юмах çÿрени, виççĕмĕшĕсене - пенси укçине 2016 çулта кăçалхи инфляци шайне кура индексацилес теменни.

20 Чÿк, 2015

Авари сахалрах пулин те çул çÿресси хăрушă мар теме иртерех-ха

Кăçалхи 10 уйăхра республика территорийĕнче 1339 аварие шута илнĕ - пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 16: сахалрах. Çав инкексенче 174 çын вилнĕ - ку кăтарту та, аварисенче суранланнисен шучĕ те иртнĕ çулхинчен самай пĕчĕкленнĕ. Çавна май ЧР ШĔМĕн Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕн Владимир РОМАНОВĂН кăмăллă пулма сăлтав пур пек. Çапах Владимир Геннадьевич ăнăçлă çак ĕçпе çырлахасшăн мар, мĕншĕн тесен пăшăрхантаракан самантсем çав-çавах пур.

Ÿсĕр - килте лар!

20 Чÿк, 2015

Аслă шкул ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç

Кĕç-вĕç алла аттестат илме хатĕрленекенсене малаш пурнăç валли кирлĕ професси суйласа илме пулăшассине вĕренÿ заведенийĕсем хăйĕн тивĕçĕсенчен пĕри тесе шутлаççĕ. Акă нумаях пулмасть Шупашкарти темиçе аслă шкул представителĕсенчен йĕркеленĕ делегаци Етĕрне районĕнче пулчĕ.

20 Чÿк, 2015

Паян - Пĕтĕм тĕнчери ача кунĕ

Ăна Чăваш Енре Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун пек паллă тăвĕç. Республикăри хуласемпе районсенче Раççей Минюсчĕн Чăваш Енри Управленийĕн, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен территорири органĕсен представителĕсем, Чăваш Енри Ача прависене хÿтĕлекен Уполномоченнăй, патшалăх влаç органĕсемпе вырăнти хăйтытăмлăх, нотариуспа адвокатсен пĕрлĕхĕн, Раççей Юрисчĕсен ассоциацийĕн республикăри уйрăмĕн, коммерциллĕ мар тата вĕренÿ организацийĕсен элчисем хутшăннипе мероприятисем иртеççĕ.

20 Чÿк, 2015

«Асама» шанатпăр, çĕнĕ ятсем кĕтетпĕр

Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен пĕрремĕш «Асам» кинофестивалĕ уçăлни çинчен иртнĕ номерте пĕлтернĕччĕ. Çак пулăм киноискусство енĕпе ĕçлекенсемшĕн çеç мар, куракансемшĕн те пĕлтерĕшлĕ, хаклă.

20 Чÿк, 2015

Çул çинчи каяша укçалла вырнаçтарма тивет

Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк ялĕнчи

«Воддорстрой» ООО федерацин республикăри М-7 автоçулĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлет? Тулли мар обществăн генеральнăй директорĕ Анатолий Николаевич ФЕДОРОВ хуравлать.

Pages