Паян - Пĕтĕм тĕнчери ача кунĕ
Ăна Чăваш Енре Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун пек паллă тăвĕç. Республикăри хуласемпе районсенче Раççей Минюсчĕн Чăваш Енри Управленийĕн, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен территорири органĕсен представителĕсем, Чăваш Енри Ача прависене хÿтĕлекен Уполномоченнăй, патшалăх влаç органĕсемпе вырăнти хăйтытăмлăх, нотариуспа адвокатсен пĕрлĕхĕн, Раççей Юрисчĕсен ассоциацийĕн республикăри уйрăмĕн, коммерциллĕ мар тата вĕренÿ организацийĕсен элчисем хутшăннипе мероприятисем иртеççĕ.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Йышăну пÿлĕмĕнче ачасен интересĕсене, прависене хÿтĕлес ыйтусемпе граждансене йышăнаççĕ. Унта адвокатсемпе нотариус пĕрлĕхĕн, халăха социаллă хÿтлĕх паракан, опекăпа попечительство органĕсен представителĕсене те явăçтараççĕ.
Вĕренÿ учрежденийĕсенче, ача çурчĕсенче, çул çитменнисен социаллă реабилитаци центрĕсенче, общество йышăну пÿлĕмĕсенче, МФЦсенче ачасемпе ашшĕ-амăшне право пĕлĕвĕ парас тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприяти - семинарсем, лекцисем, «çавра сĕтелсем» иртеççĕ.
И.ПУШКИНА.
Комментари хушас