Кальян сиенĕ пирусăннинчен пысăкрах
Сĕрĕм газĕ чĕрене, ÿпкене, ăс-тăна хавшатать
Кăçалхи чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче республикăра граждансен сывлăхне кальян туртнипе çыхăннă пулăмсенчен сыхламалли уйăхлăх пуçланчĕ, вăл раштавăн 10-мĕшĕччен тăсăлать. Асăннă акципе килĕшÿллĕн ведомствăсен хушшинчи план мероприятийĕсем, туртмалли хутăшсен тата кальян кÿрекен инкек, сиенлĕ çак йăлапа республикăра мĕнле кĕрешни çинчен общество организацийĕсен тата влаç органĕсен Чăваш хутлăхĕн çыннисене сывлăхлă тăвас тĕллевпе пĕрлешнĕ представителĕсем «çавра сĕтел» хушшинче уççăн калаçрĕç.
ЧР сывлăх сыхлав министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Богданова асăннă уйăхлăха кальянпа усă курассине чикĕлемешкĕн саккун хатĕрлекен органсене сĕнÿ çитерес тата халăха унăн сиенĕ çинчен ăнлантарса парас тĕллевпе палăртнине асăнчĕ: «Табак туртни чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн чирĕсене аталантаракан тата вăхăтсăр вилĕмĕн тĕп сăлтавĕсенчен пĕри пулнине ăсчахсем тахçанах çирĕплетнĕ. Федерацин «Граждансен сывлăхне табак тĕтĕмĕн тата унăн юлашкийĕсен витĕмĕнчен сыхласси çинчен» саккунĕ вăя кĕнĕ хыççăн Раççей халăхĕ кальянпа усă курасси сисĕнмеллех ÿсрĕ. Астармăшăн çакнашкал тĕслĕхне çамрăксем уйрăмах кăмăллама тытăнчĕç. Илĕртекенни юнашарах вĕт: ресторансемпе кафесем тата ытти заведени çынсене табак хутăшĕсĕр, улма-çырларан е чечекрен хатĕрленĕ ырă шăршăллă тултармăшлă кальян сĕнеççĕ. Кусем «табакпа кĕрешмелли» саккун витĕмне лекмеççĕ. Тухтăрсем вара кальян сиенлине кăна мар, организмшăн пирусран та хăрушăраххине ĕнентереççĕ». Малалла вулас...
Комментари хушас