Комментари хушас

20 Чÿк, 2015

Çул çинчи каяша укçалла вырнаçтарма тивет

Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк ялĕнчи

«Воддорстрой» ООО федерацин республикăри М-7 автоçулĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлет? Тулли мар обществăн генеральнăй директорĕ Анатолий Николаевич ФЕДОРОВ хуравлать.

- Трассăна юр ан хĕвтĕр тесе тĕрлĕ вăхăтра, вăл шутра 1960 çулччен икĕ айккинче йывăç-тĕм /ытларах - хурăн, тирек/ лартнă, - терĕ вăл. - Унтанпа 50 çул иртнĕ. Патшалăх çирĕплетнĕ нормативпа килĕшÿллĕн ку вăрман тăрăхĕпе усă курмалли вăхăт тухнă. Йывăçсен 40 проценчĕ таран хăрнă. Вĕсем çуллен 5-10 процент хушăнаççĕ, çул çÿрекенсене инкек кÿме пултараççĕ.

- Хăрнисем трасса çине тÿнеççĕ-и?

- Темиçе те ÿкнĕ. Телее, çынсем ларса пынă автомашинăсем çине мар. Пирĕн рабочисем çийĕнчех систернĕ вырăна çитсе чăрмава пĕтереççĕ. 10-15 метрлă хăрăк йывăçсем техникăна çеç мар, этеме те шар кăтартасран асăрханмалла. Çакăн çинчен тĕрлĕ шайра шухăшлама вăхăт çитнĕ.

- Йывăçсен хуçи кам? Иртен-çÿрен çине ан ÿкчĕр тесе чи малтанах унăн тăрăшмалла мар-и? Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.