Юлашки шăнкăрав янăрасанах кăçал шкулпа сывпуллашакансемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене мĕнле тытни вăтам пĕлÿ илекен çамрăксен малашнехи шăпине витĕм кÿрет.
Чăваш Ен ертÿлĕхĕ çамрăксен политикине аталантарса пырассипе тимлĕ ĕçлет. Çакна республикăра çамрăксен общество организацийĕсемпе, студентсен ушкăнĕсемпе час-часах иртекен тĕлпулусем те çирĕплетеççĕ.