Шпаргалка - шăккалат чĕркемĕнче, телефон - чăлха ăшĕнче

Юлашки шăнкăрав янăрасанах кăçал шкулпа сывпуллашакансемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене мĕнле тытни вăтам пĕлÿ илекен çамрăксен малашнехи шăпине витĕм кÿрет.

Чи малтанах выпускниксем литературăпа тата географипе /çак предметсене суйласа илнĕ-тĕк/ патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç. Майăн 28-мĕшĕнче вара пур выпускника та пырса тивекен экзаменсенчен пĕрремĕшĕ - вырăс чĕлхипе - иртрĕ. Тĕрĕслеве 6,5 пин вĕренекен хутшăннă. Республикăра ăна йĕркелесе ирттерме экзамен йышăнакан 38 пункт хатĕрленĕ. Вулакан пĕлет ĕнтĕ: телефонсене хуплакан, металл шыракан хатĕрсем, видео-, онлайн-сăнав - тĕрĕслев иртекен пÿлĕмсенче çаксем йăлтах пур. Онлайн-трансляци тăрăх Рособрнадзор специалисчĕсем кирек хăш регионри кирек хăш пунктра экзамен мĕнле пынине сăнама пултараççĕ. Ку е вăл аудиторие кĕме вĕсен ятарлă код пур. Экзамена кашни ачана тĕплĕн тĕрĕслесе кĕртеççĕ. Паллах, ППЭ йĕрки çакнашкал çирĕп пулни хăшпĕр çынна вĕчĕрхентерет. Уйрăмах - экзамен тытакан ачасен ашшĕ-амăшне. «Вăрă-хурах мар вĕт вĕсем», - илтме тÿр килет час-часах хăйсен ывăл-хĕрне экзаменран тухасса чăтăмсăррăн кĕтекен çывăх çыннисенчен.

Апла-и, капла-и - çирĕплетнĕ йĕрке Раççей кирек хăш кĕтесĕшĕн те пĕрех. Объективлăхшăн çине тăрса çак çулсенче Рособрнадзор патшалăх пĕрлехи экзаменĕсем ирттерессин йĕркине çирĕплетсех пычĕ. Экспертсем кăçалхи кампани уйрăмах «хаяр» пынине палăртаççĕ. Çав вăхăтрах капла операторсем хăйсене лăпкăрах тытни сисĕнет-мĕн. Шупашкар районĕнчи Ишек шкулĕн кĕçĕн классен вĕрентекенĕ Елена Дмитриева, халиччен темиçе хут ППЭне оператор ролĕнче хутшăннăскер, вырăс чĕлхипе экзамен иртнĕ хыççăн çак шухăшах палăртрĕ. Сăмах май, вăл ларнă пункта - Кÿкеçри 1-мĕш шкула - районти мĕнпур шкултан 200 ытла выпускник килсе çитнĕ. Ишекрен - улттăн. Вĕсен ушкăнĕнчи Таня Карманеева, экзамен умĕн питĕ хумханнăскер, хăй малтанах тĕплĕн хатĕрленнине шута хурса заданисене аванах пурнăçланă тесе шанать.

Заданисем тенĕрен, асăннă предметпа пулнă тĕрĕслевре кăçал улшăнусем кĕртнĕ. Тестсен пайне кăларса пăрахнă, ун вырăнне вĕренекенсем 24 ыйтăва кĕскен хуравланă. Тата сочинени-эссе çырнă. Хĕрсемпе каччăсен çак экзаменра пĕтĕмĕшле 24 балран кая мар пулмалла. Ку вăл - аттестат алла илме ирĕк паракан чи пĕчĕк шай. Аслă шкула вĕренме кĕрес шухăшлисен вара сахалтан та 36 балл пухмалла. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем июнĕн 8-мĕшĕ тĕлне паллă пулĕç.

Июнĕн 1-мĕшĕнче ППЭ кампанийĕ малалла тăсăлчĕ. Математикăна кăçал икĕ шайра тытаççĕ. Аттестат илмешкĕн ăна никĕс шайра тытакансем тĕрĕслев иртекен пунктсене /вĕсем республикипе 23 пулчĕç/ шăпах асăннă кун пухăнчĕç. Математикăн никĕс пĕлĕвĕ пуррине çирĕплетме 3556 çын кăмăл тунă. Ыттисем çак предмета профиль шайĕнче июнĕн 4-мĕшĕнче «шĕкĕлчĕç» - вĕренме кĕрес тенĕ çĕрте пĕлĕве математикăпа та çирĕплетмелле-тĕк çакнашкал тĕрĕслев витĕр тухмалла.

Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал экзаменсенче йĕркене пăснă тĕслĕх нихçанхинчен сахал. Апла пулин те географипе иртнĕ тĕрĕслевре йĕркене пăсни пулнă. Икĕ тĕслĕхĕ те - Канашра. Экзамена кайма хатĕрленекен каччă шăккалат чĕркемĕ ăшне географи карттисене хуçлатса чикнĕ, пĕр хĕрача вара чăлха ăшне кĕсье телефонне меллештернĕ. Экзамен вăхăтĕнче вăл янăраса кайнă та - аттестат илме хатĕрленекен пикене аудиторирен кăларма тивнĕ.

 

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.