Пуçаруллă çамрăксем — патшалăх шанчăкĕ
Чăваш Ен ертÿлĕхĕ çамрăксен политикине аталантарса пырассипе тимлĕ ĕçлет. Çакна республикăра çамрăксен общество организацийĕсемпе, студентсен ушкăнĕсемпе час-часах иртекен тĕлпулусем те çирĕплетеççĕ. Нумаях пулмасть республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илекен пуçаруллă çамрăксемпе курнăçрĕç, вĕсене хумхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç, чи хастаррисене парнепе хавхалантарчĕç.
Нумай профильлĕ асăннă вузра кадрсене бакалавриатăн 40 тĕрлĕ енĕпе, магистратура 8 специальноçĕпе, 19 направленийĕпе хатĕрлеççĕ. Юлашки çулсенче вĕренме кĕнисен 75 проценчĕ федераци бюджечĕн шучĕпе пĕлÿ илет. 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Раççейри 78 аслă шкул хушшинче бюджет йышăнăвне пахалăхлă йĕркелес тĕлĕшпе ЧПУ 23-мĕш вырăн йышăннă. Университетра ĕçлекен 4 профессор Раççейре чи лайăххисен шутĕнче. 2015 çулта асăннă аслă шкулти 134 студентпа çамрăк ăсчах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнĕ /2014 çулта - 91/. Пĕлтĕр Раççей Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви ирттернĕ «ОПК валли - çĕнĕ кадрсем» конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Унта университет «Чăваш Енри машиностроени, строительство, электротехника предприятийĕсем валли пысăк квалификациллĕ кадрсене тĕллевлĕн хатĕрлессине вăйлатасси» проектпа хутшăннă.
Хаклă хăнасене Андрей Александров ректор университет ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарнă хыççăн Михаил Игнатьев сăмах илчĕ. Республика Пуçлăхĕ студентсене университет пурнăçне хастар хутшăннăшăн тав турĕ. Çапла майпа хĕрсемпе каччăсен тавракурăмĕ пуянланса пынине, вĕсен кашнин усăллă хăнăхусем çирĕпленнине, пахалăхсем аталаннине палăртрĕ. Çамрăксен пуçаруллă ĕçĕсем республикăн пĕтĕмĕшле пурнăçне витĕм кÿни - куçкĕрет. Сăмахран, инновацисене хута ярас тĕлĕшпе Чăваш Ен Раççейри чи малта пыракан 10 регион йышне кĕрет.
- Кирек мĕнле патшалăхшăн та вĕренÿ - никĕс, кашни çыннăн ăс-тăн пурлăхĕпе общество аталанăвĕ тачă çыхăннă, - пĕтĕмлетрĕ шухăшне республика Пуçлăхĕ.
Студентсем ыйту пама тытăнсан вара республика ертÿçин сăмахĕсен тĕрĕслĕхĕ яр уççăн курăнчĕ: чăннипех обществăна хумхантаракан темăсене хускатрĕç-çке вĕсем.
Акă, сăмахран, ЧПУ проводниксен студотрячĕн комиссарĕ Анастасия Петрова Шупашкарти Ботаника сачĕ çывăхĕнче пурăнать-мĕн - кунта пăрлă çумăр вăхăтĕнче хуçăлнă йывăçсене халĕ те тирпейлесе çитерменнишĕн пăшăрханать. «Йĕрке тума мĕн чăрмантарать-ши?« - интересленчĕ вăл. 50 гектара яхăн лаптăк йышăнакан сад ку таранччен федераци фончĕн пурлăхĕ шутланнă-мĕн. Лару-тăру садăн хуçине улăштарас майлă çаврăнса тухнă. Хăйĕн тытăмне илекен хуçалăх тирпей кĕртес ĕçпе чи малтан аппаланма тытăнмалла.
Юридици факультетĕнче вĕренекен Юлия Львовăна санкцисен çивĕч ыйтăвĕ хумхантарть. «Лавккасенче кăна мар, студентсен столовăйĕнче те пĕлтĕрхипе танлаштарсан хаксем хăпарчĕç. Студент стипендийĕ ахаль те пысăк мар та - апат-çимĕç хаклансах пырассинчен хăтăлма май çук-ши?» - терĕ хĕр. Ку ыйтăва хуравланă май Михаил Игнатьев хăш-пĕр предприяти хаксене сăлтавсăр пысăклатса ярассинчен сыхланас тĕллевпе вăхăтран-вăхăта магазинсем тăрăх рейда тухнине асăнчĕ. Кирлĕ пулсан тивĕçлĕ ведомствăсемпе органсене пĕлтерни апат-çимĕç хăрушсăрлăхне йĕркелеме пулăшни çинчен ăнлантарса пачĕ.
Ольга Кошатникова, журналистика уйрăмĕнче вĕренекенскер, хăйсен факультетне малтанхи виçĕ факультета /чăваш филологийĕпе культура, вырăс филологийĕн тата журналистика/ пĕрлештернипе йĕркеленине шута илсе оптимизаци тÿнтер витĕмĕ пирки сисчĕвленет. Анчах, аслă шкулăн ректорĕ ĕнентернĕ тăрăх - çав тери пăшăрханма кирлех мар. Университет хальлĕхе «оптимизаци çемçе сценарийĕпе утать» иккен. Хăшпĕр направленипе бюджет вырăнĕсене малтанхи шайра тытса пыма кăткăс-мĕн.
Патшалăх приоритечĕсенчен пĕри - çĕршывăн сывă патриочĕсене çитĕнтересси. Çакна асра тытса ЧПУ çарта пулнă çамрăксене вĕренме илме яланах хапăл. Акă, салтак пăттине астивнĕ Александр Осташенков медфакăн 2 курсĕнче вĕренет. Çар хĕсмечĕн пурнăçри витĕмне аван чухлаканскер республикăра Çамрăксен хушшинче çара каяссине пропагандăлакан программа пуçарма сĕнет. «Тĕнчере паян пулса иртекен пăлхавсем çапла тума хистеççĕ», - палăртать кĕçĕн сержант.
Университет хастарĕсем темĕн çинчен те кăсăкланчĕç: спортăн Олимпиада программине лекмен енĕсене республикăра аталантарасси, тĕп хулари картишсен тирпейлĕхĕ, донорсен хастарлăхне ÿстересси, ялти çамрăк специалистсене патшалăх енчен çăмăллăхсем кÿресси... Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăна мар, ыйтусене хуравлама вĕренÿ министрĕ те, Шупашкар хула пуçлăхĕ те пуçаруллăн хутшăнчĕç.
Тĕлпулу савăнăçлăн вĕçленчĕ: Михаил Игнатьев университетăн пуçаруллă яш-кĕрĕмĕпе хĕрупраçне алла çыхмалли сехетсем парса хавхалантарчĕ. Çакнашкал сумлă парнене медфакра вĕренекен, донор ĕçне студентсен комитетĕнче ертсе пыракан Екатерина Васильева, радиоэлектроникăпа автоматика факультечĕн студканаш председателĕ Екатерина Петрова, историпе географи факультечĕн хастарĕ, халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетессишĕн тăрăшакан Евгения Алексеева, Ĕç отрячĕсен штабĕн рекрутерĕ, пулас журналист Наталья Ершова тивĕçрĕç.
Комментари хушас