Archive - 27 Нарăс, 2014 - Хыпар

27 Нарăс, 2014

Мĕнлерех вăл - паянхи арçын?

Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн статистиксем Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн кăтартăвĕсене тĕпе хурса Чăваш Енĕн вăтам арçыннин сăнне уçăмлатма шухăшларĕç. Мĕнлерех вăл?

Тÿрех палăртмалла: пирĕн республикăри арсем хăйсемпе интереслентерме пултараççĕ: кашни 1000-шĕ пуçне 1148 хĕрарăм тивет. Вĕсен йышĕ 579 пинпе е халăхăн 47 проценчĕпе танлашать. Пысăк пайĕ /58 процент/ - хула çынни, чи йышли - вăй питти ÿсĕмрисем /390 пинĕн е 67 процент/, чи сахалли - ĕçлеме пултараслăх ÿсĕмĕнчен аслăраххисем, унашкаллисем 78 пинĕн /14 процент/.

27 Нарăс, 2014

Раççей спорчĕн сумне çĕкленĕ

«Олимпиадăри çитĕнÿсем пире тăван çĕр-шывăмăрпа, унăн хăвачĕпе мăнаçланма май пачĕç», - тенĕ РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич XXII хĕллехи Олимп вăййисене пĕтĕмлетнĕ май ирттернĕ канашлура.

Pages