Комментари хушас

«Олимпиадăри çитĕнÿсем пире тăван çĕр-шывăмăрпа, унăн хăвачĕпе мăнаçланма май пачĕç», - тенĕ РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич XXII хĕллехи Олимп вăййисене пĕтĕмлетнĕ май ирттернĕ канашлура. Олимпиадăра Раççейшĕн Атăлçи округĕнчи 13 спортсмен ăнăçлă ăмăртнă, наградăсен пухмачне 19 медаль хывнă: 6 - «ылтăн», 10 - «кĕмĕл», 3 - «бронза. Мордва Республикинчи Александр Зубков бобслеист Раççейĕн пĕрлештернĕ командин ялавне çĕклесе пыма тивĕçнĕ. Вăл Олимп чемпионĕн ятне икĕ хут тивĕçнĕ.

Атăлçи окургĕн спортсменĕсем - Максим Траньков фигурист /Татьяна Волосожарпа пĕрле мăшăрăн ярăнса/ икĕ «ылтăн», Семен Елистратовпа Руслан Захаров /шорт-трек/, Пушкăртстан икшер «кĕмĕл», Никита Крюков йĕлтĕрçĕ /Пушкăртстан/ икĕ «кĕмĕл», çунашкапа ярăнса ăмăртакан Альберт Демченко /Пермь крайĕ/ икĕ «кĕмĕл», Александр Смышляев могулист /Пермь крайĕ/ пăхăр медаль çĕнсе илсе Раççей спорчĕн сумне çĕкленĕ.

Удмурт Республики Олимп вăййисен икĕ призерне хатĕрленĕ: Максим Вылегжанин йĕлтĕрçĕн 3 кĕмĕл медаль /командăпа ăмăртса, 4 х 10 км эстафетăра, 50 километрлă масс-стартра/. Унăн ентешĕ Дмитрий Япаров та йĕлтĕрçĕсен эстафетинче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Киров хулинче çуралса ÿснĕ Екатерина Шаховăн /конькипе чупасси/ та «кĕмĕл».

Нарăсăн 24-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин XXII хĕллехи Олимп вăййисен чемпионĕсемпе призерĕсене патшалăх наградисем панă.



А.СТЕПНОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.