Archive - Авăн 2018

сентября 21st

21 Авăн, 2018

Ял хуçалăхне суйланăшăн ÿкĕнмест

«70 çула çитетĕн, мĕн нушаланатăн, пăрах ĕçлеме», – теççĕ мана хăшĕсем. Мана вара хамăн ĕç киленÿ кÿрет. Ĕçрен нихăçан та хăраман эпĕ, малашне те çаплах пулĕ», – тет Тăвай районĕнчи Тĕмер ялĕнчи Леонид Канясев фермер.

21 Авăн, 2018

Каçхине çутатма

Çĕрпÿ районĕнчи Кивĕ Тутайкасси ялĕпе Кăнар поселокне тĕттĕмре çутă парса тăма çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Ртуть ламписене энергие перекетлекеннисемпе — диодлисемпе — улăштарнă.
— Малтан Кăнарта пурăнакансем çĕрле 19 лампăпа çеç усă курнă, халĕ вăл 73, — тет Кăнар ял тăрăхĕн админи-страцийĕн пуçлăхĕ Геннадий Васильев. — Кивĕ Тутайкассинче 10 пулнă, паян 44. Тĕттĕмре ытти яла çутатмалли оборудование килес çул модернизацилеме шухăшлатпăр.

21 Авăн, 2018

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хуравларĕ

«Хыпар» хаçатăн кăçалхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнчи номерĕнче Елчĕк районĕнчи Элекçей Тимеш ялĕнчи Сергей Антонов хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕç-хĕлĕ çинчен материал пичетленчĕ. Унта хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Сергей Антонов тата унта ĕçлекен Александр Михайлович Антонов ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çитмен пирки малашне производствăна ÿстерме çул хупăннине пăшăрханса пĕлтернĕ, хуçалăх аталанăвне чарса пырас мар тесе Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕнчен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр уйăрма ыйтнă.

21 Авăн, 2018

Тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен – Шупашкара пĕлÿ илме

Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче тата тепĕр вунă тухтăр травматолог-ортопед ăсталăхне туптать.

Центрăн ăслăлăх пайĕн пуçлăхĕ Елена Преображенская каланă тăрăх, тухтăр профессине алла илнисенчен травматолог-ортопед специальноçĕпе ĕçлес кăмăллисем юлашки çулсенче йышланса пыраççĕ. Вăл енĕпе ординатурăна каякансен йышĕ 3-4 çул каялла çулталăкра 3-5 çынран иртмен, халĕ икĕ хут нумайланнă.

сентября 20th

20 Авăн, 2018

Йытăсем те тапăнаççĕ, тилĕсем те

«Ачасене урама кăларма хăратпăр. Ирхине шкула мĕнле çитĕç? Уроксем хыççăн мĕнле таврăнĕç? Лăпкăлăха çухатрăм. Нумаях пулмасть урамра ача макăрнă сасса илтсе чупса тухрăм. Ют ача йĕрет иккен, хамăннисем пахчара пулнă», — пĕлтерет 5 ача амăшĕ.

20 Авăн, 2018

«Аннене калăр-ха: ан макăртăр, эпĕ чăтатăп»

Ырлăх курман мар вăл, анчах хурлăхĕ ун çине ытларах йăтăнса аннă. Юратнă çыннине тĕл пулса качча кайнă, тĕрĕс-тĕкел пурăннă. «Мăшăр лайăх çынччĕ. «Танюкка» тесе кăна тăратчĕ.

20 Авăн, 2018

Экзаменра 100 балл илнисем Чăваша таврăнĕç-и?

Кăçалхи утă уйăхĕнче пĕр хыпар соцсетьсенче çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлчĕ. Мускав çывăхĕнчи Химки хулинчи Руслан Салимгареевăн патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен кăтартăвне сÿтсе яврĕç. 11-мĕш класран вĕренсе тухаканскер тăватă предметпа 100-шер балл пухма мехел çитернĕ!

20 Авăн, 2018

Ăшри сасă чĕннĕ çĕре çитме тăрăшать

Виктор Бычковпа темиçе çул каялла, Шупашкар районĕнчи «Тăван Ен» хаçатра ĕçленĕ чухне, паллашнăччĕ. Вăл вăхăтри хаçат редакторĕ Борис Чиндыков йыхравланипе Муркаш районĕн каччи унта дизайнер пулса тăрăшрĕ.

Pages