Каçхине çутатма
Çĕрпÿ районĕнчи Кивĕ Тутайкасси ялĕпе Кăнар поселокне тĕттĕмре çутă парса тăма çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Ртуть ламписене энергие перекетлекеннисемпе — диодлисемпе — улăштарнă.
— Малтан Кăнарта пурăнакансем çĕрле 19 лампăпа çеç усă курнă, халĕ вăл 73, — тет Кăнар ял тăрăхĕн админи-страцийĕн пуçлăхĕ Геннадий Васильев. — Кивĕ Тутайкассинче 10 пулнă, паян 44. Тĕттĕмре ытти яла çутатмалли оборудование килес çул модернизацилеме шухăшлатпăр.