Комментари хушас

21 Авăн, 2018

Тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен – Шупашкара пĕлÿ илме

Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче тата тепĕр вунă тухтăр травматолог-ортопед ăсталăхне туптать.

Центрăн ăслăлăх пайĕн пуçлăхĕ Елена Преображенская каланă тăрăх, тухтăр профессине алла илнисенчен травматолог-ортопед специальноçĕпе ĕçлес кăмăллисем юлашки çулсенче йышланса пыраççĕ. Вăл енĕпе ординатурăна каякансен йышĕ 3-4 çул каялла çулталăкра 3-5 çынран иртмен, халĕ икĕ хут нумайланнă.

Травматолог-ортопед пулма 2017 çулта ординатурăна 10 çамрăк вĕренме кĕнĕ. Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн травматологи, ортопеди тата экстремаллă медицина кафедри Федераци центрĕнче вырнаçнă. Çамрăк тухтăрсем центрта теори пĕлĕвне тата тарăнрах ăша илнипе пĕрлех клиника тĕпчевĕсене пурнăçлаççĕ, çамрăк ученăйсен конференцийĕсенче хăйсене кăтартаççĕ, травматологсемпе ортопедсен пĕтĕм тĕнчери олимпиадине те хутшăнаççĕ.

«Пĕр-пĕр çĕнĕ эмел е протез, медицинăри ытти пулăшу епле витĕм кÿнине палăртмалли клиника тĕпчевĕсенче ординаторсем нумай ĕçлеççĕ. Медицина докуменчĕсене тишкереççĕ, çĕнĕ мелпе пирĕн патра сипленнĕ пациентсем хăйсене епле туйнипе кăсăкланаççĕ», – ăнлантарчĕ Елена Васильевна çак йĕркесен авторĕ клиника тĕпчевĕ пирки кăсăклансан.

Практика пĕлĕвне илме çамрăксем Шупашкарта вырнаçнă тĕрлĕ больницăна çÿреççĕ. Федерацин травматологи центрĕнчи пуян опытлă, пултаруллă травматолог-ортопедсенчен вĕренме май пурри те вĕсемшĕн чăннипех паха. Чи пултаруллисен асăннă центрта ĕçлеме юлас шанчăк пур.

Кăçал вĕренсе тухнă 6 тухтăр Чăваш Енĕн тата çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă ĕнтĕ. Килес çул тата тепĕр 10 травматолог-ортопед тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлеме тытăнĕ. Çапла-çапла. Травматолог-ортопед специальноçне алла илекенсен хушшинче ытти регионтисем те пур. Сăмахран, Чулхула облаçĕнчен, Пушкăртстанран. Вĕсем кăна та мар. Ливантан, Палестинăран килнисем.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.