Archive - 23 Jul, 2018

Date
Type

Эпир Янăмри Герасимовсен сачĕпе киленсе утатпăр. Мĕн чухлĕ улма-çырла çитĕнтереççĕ вĕсем. Пусă чавнăскерсем шывран татăк пурăнмаççĕ. Çак мăшăрăн икĕ хутлă кил-çурчĕ, хуралтисем çирĕп.

— Юлташăм шÿтленĕ пек, эпĕ çыхнă пĕтĕм япалана тиеме КамАЗ та çитес çук, — уççăн та ăшшăн кĕтсе илчĕ пире Комсомольски салинче пурăнакан Людмила Симендеева.
Вырăнти культура ĕçченĕсем эпир унăн алă ĕçĕсемпе паллашма пырасса систернĕрен капăр тумĕсене хатĕрлесе хунăччĕ вăл.

«Халĕ çемйипех утă хатĕрлетпĕр, пахча çимĕç йăранĕсене çум курăкран тасататпăр. Ыранхи кун йĕркине, сăмахран, паянах палăртма хăнăхнă. Ĕне кĕтĕвне каймалли черет шăпах пирĕн пата çитрĕ.

«Ĕлĕк эпир кашни çыннăнах тÿпере çăлтăрĕ пур тесе шухăшлаттăмăр. Халĕ пĕлетĕп ĕнтĕ: кам халăхшăн ырă ĕç тăвать, çавăн çеç çутă çăлтăр пулать. Вăл — ырă ят», — тенĕ чăвашсен малтанхи хĕрарăм-сăвăçĕ Анисия Княгинина, литературăра Ваççа Аниççи ятпа юлнăскер.