Шурăм пуçпа çуталнă çăлтăр

23 Утă, 2018

«Ĕлĕк эпир кашни çыннăнах тÿпере çăлтăрĕ пур тесе шухăшлаттăмăр. Халĕ пĕлетĕп ĕнтĕ: кам халăхшăн ырă ĕç тăвать, çавăн çеç çутă çăлтăр пулать. Вăл — ырă ят», — тенĕ чăвашсен малтанхи хĕрарăм-сăвăçĕ Анисия Княгинина, литературăра Ваççа Аниççи ятпа юлнăскер.

Иттеç Ваççи хĕрĕ

Анисия Васильевна 1893 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Анатри Тимĕрçенре çуралнă.
«Ялти çынсем аттене Иттеç Ваççи тенĕ. Хут çине ăна Василий Итэсь тесе çырнă. Питĕ вулама-çырма вĕренесшĕн тăрăшнă вăл. Вăта Тимĕрçенти чиркÿ çумĕнчи шкула çÿренĕ. Ун чухне чăвашла илемлĕ литература пулман. Пур-çук кĕнекесенче çветтуйсен пурнăçĕ çинчен кăна çырса кăтартнă. Атте çав кĕнекесене вула-вула тĕне ĕненекен пулса кайнă. Çветтуйсем пек Турра юрăхлă пулас тесе тÿшекне сутса янă, япалисене ыйткалакансене валеçме тытăннă. Чиркĕве юрлама çÿренĕ. Часах вăл тăрăшнипе унта чаплă хор йĕркеленĕ. Атте сасси янăравлă та хитреччĕ, ăна Хусантан килнисем темиçе хутчен те куçса кайма ÿкĕтленĕ.
Çынсене юрлаттарнă май Иттеç Ваççин яланах пуп-тиечук таврашĕнче пулма тÿр килнĕ. Пыра-киле вăл пупсем пĕрре те Турă хушнă пек пурăнманнине асăрхама тытăннă. Типĕре те хуран кукли çинĕ, эрех ĕçнĕ вĕсем. Хăш-пĕр чухне чиркÿре ĕçлекенсем çылăх каçарттарма пынă çынсем каланинчен те кулнă. Атте тĕн чăнлăхĕ пирки иккĕленме пуçланă. Кайран тата революционерсемпе те паллашнă. Ас тăватăп-ха: вăл юлташĕсемпе калаçнă чухне те ялан пупсене айăплатчĕ», — çырнă 1969 çулта аса илĕвĕсенче Ваççа Аниççи.

«Вĕренеттĕм те, çыхаттăм та»

Чухăн çын кил-йышĕнче ÿснĕ пулсан та Иттеç Ваççи пуласлăха курма пĕлнĕ. Хĕллехи вăрăм каçсенче вăл ялти ачасене пуçтарса хутла вĕрентнĕ. Куншăн ăна таврари ялсенчи чăвашсем питĕ хисепленĕ.
1901 çулта Анатри Тимĕрçенре шкул уçăлать. Никама тупайман енне шкул ачисене вĕрентме Иттеç Ваççине хушаççĕ. Анчах нумаях ĕçлеймест вăл, «патшапа тĕне хирĕç тăма хĕтĕртет» тесе ăна пупсем хăваласа кăлараççĕ. Апла пулин те арçын халăха çутта кăларас ĕçе пăрахман, вулама- çырма вĕренес текенсене килне пуçтарнă.
Хĕрне те вĕрентме тăрăшнă ашшĕ. Кăшт ÿссенех шкула янă ăна. Анчах Аниççен унта пĕр юлташ та пулман. «Хĕрачасен алă ĕçĕ тума вĕренмелле, ача ас тумалла, путексене пăхмалла», — тенĕ вĕт ашшĕ-амăшĕ.
«Мана хама та анне çичĕ çулта чухнех чĕнтĕр çыхма вĕрентрĕ. Чи малтан асанне валли сурпан вĕçне тытмалăх туса патăм. Каярахпа çынна сутмалăх та пулатчĕ.
Эпĕ шкулта та вĕренеттĕм, чĕнтĕр те çыхса ĕлкĕреттĕм. Атте мана: «Аванрах вĕрен, ялти шкула пĕтерсен Чĕмпĕре леçсе ярăп», — тетчĕ. Сăвăсем пăхмасăр калама вĕренеттĕм. Уроксене тусанах чĕнтĕр çыхма лараттăм», — çырнă Анисия Васильевна аса илĕвĕнче.

Чĕмпĕр шкулĕ

1905 çулхи кĕркунне ашшĕ Аниççене Чĕмпĕрти чăваш шкулне леçсе хăварать. Хăйсен лаша çукран тырă сутма каякансемпе ларса пыма тивет вĕсен. Усăсăр мар — хĕрачана хатĕрлев класне илеççĕ.
«Вĕреннĕшĕн аттерен укçа илмерĕç. Кĕнеке, тетрадь, ытти хатĕре те шкултан пачĕç.
Хатĕрлев класĕнчи ачасенчен нумайăшĕ çăпатапа, килте тĕртнĕ кĕпепе çÿретчĕ. Лайăхрах тумланма хушнă пулсан — чухăн чăваш ачисем вĕренеймен пулĕччĕç.
Эпĕ вĕреннĕ вăхăтра хатĕрлев класне В.Иванов /Кривов/ вĕрентетчĕ. Крылов юмахĕсене пăхмасăр каланă чухне вăл мана мухтатчĕ. Вырăсла изложени çырнă чух вара кĕнеке нумайрах вулама хушатчĕ. Çавăнпа эпĕ ун хваттерне час- часах çÿреттĕм. Вăл мана Толстой, Пушкин, Лермонтов, Некрасов кĕнекисене паратчĕ. Унăн хваттерне Константин Иванов, Николай Васильев тата ыттисем те пырса çÿретчĕç. Учителе час-часах хăйсен сăввисене вуласа кăтартатчĕç. Эпĕ вара пĕр-пĕр кĕтесре ларса вăрттăн итлеттĕм. Çавсене итленĕренех пулĕ ман хамăн та çырас шу-хăш çуралчĕ, анчах эпĕ Наталья Яковлевнăран хăраттăм. Тен, сăвăсем çырнăшăн вăл вăрçман та пулĕччĕ. Айванрах пулнă çав ĕнтĕ. Эпĕ вара, «кăмака çи» текен пÿлĕме, тумтирсен хушшине пытанса хайлаттăм. Вĕсене çав тери Константин Ивановăнни пек янăравлă та илемлĕ тăвас ки-летчĕ. Пĕр шухăшласассăн, унăн сăввисене çын мар, Улăп пек япала çырнăнах туйăнатчĕ. Кашни йĕрки шыв юхăмĕ пек, чĕкеç чĕвĕлтетнĕ евĕр туйăнатчĕ те, хам сăвă çырма ларсанах унăн куплечĕсем аса килетчĕç. Çавăнпа эпĕ хама сăвă çырма Константин Ивановран вĕреннĕ пекех туяттăм», — тенĕ Анисия Васильевна.

Константин Ивановпа паллашни

«Чĕмпĕр шкулĕнче ачасене сĕрме купăс калама та вĕрентетчĕç. Шкул ачисен хорĕ те пит аванччĕ. Хăш-пĕр чухне эпир уяв каçĕсем ирттереттĕмĕр. Унта кашни хăй пултарулăхне кăтартма тăрăшатчĕ.
Ас тăватăп-ха: пĕррехинче уяв каçне Иван Яковлев хăй патне хăнана килнĕ çынсене те илсе пычĕ. Иван Яковлевичпа арăмĕ, ачисем тата икĕ мăшăр малти саксем çине вырнаçрĕ. Вĕсен хыçĕнче — учительсем, тата хыçаларах — ачасем.
Çавăн чухне чи малтан сцена çине шурă пиртен çĕлетнĕ тĕрленĕ кĕпе, хура шăлавар тăхăннă арçын ача тухса чăвашла сăвă каларĕ. Ăна вăл хăй çырнă терĕç. Çак арçын ача вуланă сăвă пире пурсăмăра та килĕшрĕ. Унта пĕр пуяна ытла та тĕпсĕр хырăм пулнăшăн питленĕччĕ. Авторне эпĕ халиччен нихăçан та асăрхаманччĕ. Халĕ вара манăн çав тери вăл камне пĕлес килчĕ. Эпир, хĕрачасем, хамăр хушăмăрта мĕн пăшăлтатнине учительсем те илтрĕç пулас. Василий Иванович пирĕн енне çаврăнчĕ те хуллен: «Константин Иванов ятлă вăл», — терĕ.
Эпĕ ăна ун чухнех çав тери лайăх ас туса юлтăм.
Каярах эпир, хĕрачасем, пурте Константин Иванова темĕнле чи сăваплă япалана юратнă пек юрататтăмăр. Вăл шкул картишĕпе утса иртнĕ чухне вара чÿрече умне чупса пырса хыçалтан пăхса юлаттăмăр».

«Эпир тухса каймасăрах пÿрте салатаççĕ»

Ашшĕ Çĕпĕре куçса кайма шухăш тытнăран Чĕмпĕр шкулĕнчен вĕренсе тухаймасть хĕрача — 1906 çулхи çуркунне вĕренÿ çулĕ вĕçленмесĕрех пырса илет ăна çывăх çынни.
«Килте ĕнтĕ япаласене пурне те майласа хунă, анчах тухса кайма тĕл килмерĕ. Анне чирлесе ÿкрĕ те атте куçса каяс шухăша пăрахрĕ. Атте пÿрт сутнă пулнă. Укçине каялла парас тесе пуян патне кайрĕ. Лешĕ нимпе те килĕшмерĕ.
Эпир килтен тухса кайман-ха — пÿрт пăсма пычĕç. Ак пирĕн пÿрт тăррине сиреççĕ. Шăтăр та шатăр, пăр та пар! тустараççĕ. Эпир вут хыпнă çуртран тухса тарнă пек çывăракан ачасене йăта-йăта тухатпăр, япала кăларатпăр. Аттен пиччĕшĕсем патĕнче çу каçрăмăр. Кĕркунне пĕр пуян пÿртне хваттере куçрăмăр». /1969 çулта çырнă аса илÿсенчен/.

«Хыпар»

«1906 çулта Хусанта «Хыпар» тухса тăма тытăннă. Атте вăл хаçата илсе тăратчĕ. Итлеме пирĕн пата кÿршĕ-аршă пухăнатчĕ.
Анатри Тимĕрçенте вăл вăхăтра учительте С.Сорокин /Сергей Тăваньялсем/ ĕçлетчĕ. Хаçат вуланине итлеме пынă çынсене Сергей Семенович статьясемпе паллаштаратчĕ. Кун хыççăн хресченсем хăйсен нушаллă пурнăçĕ çинчен вăрахчен калаçса ларатчĕç.
Хаçатра пирвайхи чăваш поэчĕсем çырнă сăвăсене вулаттăм. Тайăр Тимккин «Чаплă вилĕм юрри», «Çĕнĕ çул», «Паян» сăввисене, Николай Шелепин «Çĕленне» /«Тавне»/ пăхмасăр калама вĕрентĕм.
Сорокин та сăвă çыратчĕ. Эпĕ вĕсем патне кайсан унăн ал\çырăвĕсене вулаттăм. Çакăн чухне сăвă çырас шухăш тепре хĕрсе кайрĕ. Ара, эпĕ Чĕмпĕрте вĕреннĕ чухне пĕчĕкçĕ сăвăсем хайлаттăмччĕ, халĕ хама хумхантаракан япаласем çинчен тарăхсах çырма тытăнтăм», — каласа кăтартнă поэт çулсем иртсен.
Пĕррехинче халăх ял пурнăçĕ ытла та начарри тавра калаçу пуçарнă. Хĕрача çак темăпа «Ялта» сăвă çырать. Ăна хăйсем патне пухăннă çынсене вуласа кăтартать. Ырлать ял-йыш сăвва. С.Сорокин вара ăна хăйĕн ал çырăвĕсемпе «Хыпара» ярса парать. 1907 çулхи 6-7-мĕш номерсенче Тăваньялсем Сергей сăввисемпе юнашар вун тăваттăри хĕр хайлавĕ те пичетленет. Сăвă айне вăл «Ваççа Аниççи» тесе çырать.
«Камран пулăшу ыйтас» сăввине вара «Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи» тесе çырма сĕнеççĕ. «Хыпарăн 12-мĕш номерĕнче, чăн та, «Т.В.А» тесе лартаççĕ авторне.
«Хыпара» хупнă хыççăн сăвăсене ниçта та пичетлеме май çук пулса тăчĕ. Пĕррехинче С.Сорокин пирĕн пата алăпа çырнă журнал илсе пычĕ. Журналăн ячĕ — «Хайхи». Пире ку питĕ килĕшрĕ.
— Татах та кăлармалла ку журнала, — теççĕ аттепе кÿршĕ çыннисем. Ăна кăлармашкă эпĕ те пулăшма сăмах патăм. Унта хам çырнă сăвăсене, калавсене кĕртеттĕм. Анчах вăрттăн журнал кăларасси вăл вăхăтра пит хăрушă пулнă. Эпĕ хам айваннипе ăна ăнлансах та кайман», — çырнă çав аса илÿрех.

Хĕртен — арăм

1908-1911 çулсенче Анисия Васильевна Сăмаракаври икĕ класлă шкулта вĕренет. Малалла вĕренес шухăшпа айланнă-ха вăл, анчах укçа çитменрен ашшĕ ăна вĕренме ярайман. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.