Archive - 13 Утă, 2018
Питравра Уй кунĕ иртрĕ
Уй кунне маларах республикăри тĕрлĕ хуçалăхра ирттернĕ. 2016 çултанпа ăна Çĕрпÿ районĕнчи Чăваш ял хуçалăхĕн ăслăлăх-тĕпчев институчĕн уй-хирĕнче йĕркелеççĕ. Кăçалхи Уй кунĕ Питравпа тĕл килчĕ. Вăл утă уйăхĕн 12-13-мĕшĕсенче иртет.
Шанчăклă ĕçтешлĕхе хаклатпăр!
Электроэнергин чи лайăх потребителĕсене Федераци Канашĕнче чысларĕç
«Энергоресурссен поставщикĕсемпе потребителĕсем тачă çыхăну тытсан кăна çĕршыв экономикине пахалăх тĕлĕшĕнчен çĕнĕ шая çĕклеме, ăна кал-кал ĕçлеттерсе яма пулать», — çак шухăша Федераци Канашĕн Экономика политикин комитечĕн председателĕн заместителĕ Сергей Шатиров Федераци шайĕнчи
Пурнăç таппинчен юлмасăр
Вăл пирĕншĕн яланах–чи маттурри, ăш пилли
Советсене хÿтĕлеме!
РСФСР Национальноçсен ĕçĕсен Халăх Комиссариачĕн Чăваш пайĕн сотрудникĕсем: пĕрремĕш ретре сулахайран — А.Т.Ласточкин, В.А.Алексеев, Д.С.Элмен пай ертÿçи , П.З.Львов, Г.И.Иванов; иккĕмĕш ретре — М.Г.Бо¬рисова Элмен , И.Н.Яштайкин, С.А.Шумилин, П.А.Алексеев, А.П.Алек¬сеева. 1920 ç.
Такашăн питĕ савăнчĕ
«Хыпара» çырăннă чухнех хаçат парни — ăратлă така — мана тухать тесе каларăм. Шалти туйăм систерчĕ ахăртнех. Анчах мана никам та ĕненесшĕн пулмарĕ. Лайăххине шансан вăл яланах пурнăçланать. Халĕ, такана курсан, ялти çынсем те, тăвансем те ĕненеççĕ ĕнтĕ», — çапла каласа кĕтсе илчĕ пире Вăрнар районĕнчи Отиккăвă ялĕнчи Светлана Стрелкова.