Комментари хушас

РСФСР Национальноçсен ĕçĕсен Халăх Комиссариачĕн Чăваш пайĕн сотрудникĕсем: пĕрремĕш ретре  сулахайран  — А.Т.Ласточкин, В.А.Алексеев, Д.С.Элмен  пай ертÿçи , П.З.Львов, Г.И.Иванов; иккĕмĕш ретре — М.Г.Бо¬рисова  Элмен , И.Н.Яштайкин, С.А.Шумилин, П.А.Алексеев, А.П.Алек¬сеева. 1920 ç.

Халăхсен администраци-территорине 1917-1918 çулсенчех йĕркелеме Граждан вăрçи чăрмантарнине проектра темиçе хутчен те палăртас килет. РСФСР Национальноçсен ĕçĕсен Халăх Комиссариачĕн сотрудникĕсене Совет влаçне хирĕç вăрçă пуçласа янă хĕç-пăшаллă вăйсенчен революци тĕллевĕсене хÿтĕлеме фронтсене кăларса янă. И.Сталин комиссар Мускава вĕсенчен уйăхĕ-уйăхĕпе таврăнайман, «революци тăшманĕсене» çапса салатассишĕн çар операцийĕсем хатĕрлеме тата вĕсене пурнăçлама хутшăннă. Совет влаçĕ пăчланас, большевиксем «истори урапинчен ÿксе юлас» хăрушлăх тухса тăрсан В.Ленин та администраци-территори ыйтăвĕсемпе ĕçлемен. РКП/б/ тата правительство çĕршывăн пĕтĕм вăйне Мускав патнелле пур енчен те талпăннă «шуррисене» тытса чарма тата хăвалама янă. Çак кĕрешĕве РСФСР Национальноçсен ĕçĕсен Халăх Комиссариачĕ çумĕнче чăвашсен «самоопределени правине» тивĕçтерме туса хунă Чăваш пайне те явăçтарнă. 1918 çулхи утă уйăхĕнче Шупашкар тата Çĕрпÿ хулисенче чăвашсене пуçтарса икĕ рота йĕркеленĕ, авăн уйăхĕнче вĕсене Хĕрлĕ Çарăн 5-мĕш армине кĕртнĕ. Тĕрлĕ наци çыннисенчен йĕркеленĕ полк Хусана шурă чехословаксенчен ирĕке кăларма хутшăннă. 1919 çул тĕлне Хĕрлĕ Çара 100 пин таран чăваша илнĕ. Пирĕн уессенчен унта 1922 çулчченех мобилизациленĕ. «Шуррисен» çарĕнче миçе чăваш çапăçни паллă мар. Граждан вăрçи Раççейри ытти халăхпа пĕрлех чăвашсене те мĕн тери хăрушă асап кăтартнине пуçа илме йывăр.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.