Такашăн питĕ савăнчĕ

13 Утă, 2018

«Хыпара» çырăннă чухнех хаçат парни — ăратлă така — мана тухать тесе каларăм. Шалти туйăм систерчĕ ахăртнех. Анчах мана никам та ĕненесшĕн пулмарĕ. Лайăххине шансан вăл яланах пурнăçланать. Халĕ, такана курсан, ялти çынсем те, тăвансем те ĕненеççĕ ĕнтĕ», — çапла каласа кĕтсе илчĕ пире Вăрнар районĕнчи Отиккăвă ялĕнчи Светлана Стрелкова.
Аса илтеретпĕр: вăл «Хыпарпа» «Хыпар-эрнекун» хаçатсене 2018 çулăн иккĕмĕш çурринче илсе тăмашкăн çырăннисен тата квитанцие редакцие ярса панисен хушшинче «Хыпар» парнине тивĕçнĕ. Парнене кам çĕнсе илнине ятарлă комисси шăпа ярса палăртнă.
Куйбышев ăратĕнчи такана унăн хуçи — Красноармейски районĕнчи Денис Посадский фермер хăйĕн ывăлĕпе Арсенипе — Отиккăвă ялне çитерсе пачĕ. 4-ри Арсений выльăхран пĕрре те хăрамасть: ăна мăйракинчен те тытать, ачашлать те. Кашни май тупăнмассерен фермăна каясшăн иккен. Тÿрех паллă: вăл ашшĕн ĕçне малалла тăсакан пулать.
«Уй, мĕнле хитре така! «Хыпар» хаçатра пичетлени пекех! Тавах сире такашăн! Эпĕ хушма хуçалăхра икĕ сурăх усратăп. Ялта йĕркеллĕ така çук. Шăпах вырăнлă пулчĕ», — савăнăçне пытараймасăр пĕлтерчĕ Светлана Стрелкова. Чăтаймарĕ, такана чуп туса илчĕ. Светлана Шупашкарти Чăлхапа трикотаж фабрикинче 30 çул ĕçленĕ. Халĕ тăван ялта пурăнакан амăшне — 90 çула çывхаракан Александра Андреевнăна — пăхать. Пĕлтĕр икĕ качака, икĕ сурăх, чăх-чĕп туянса усрама пуçланă. Вĕсен йышне татах ÿстересшĕн, çавăнпа така выляса илнĕшĕн хĕпĕртенĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн ĕне те илесшĕн.
«Яла куçса килсен чăваш хаçачĕсене вулама пуçларăм. «Хыпар» çырăннисен хушшинче така выляттарнине пĕлсен çырăнсах илес терĕм. Ăна та, «Çамрăксен хаçатне» те, район хаçатне те кăмăлласах вулатăп», — калаçăва тăсрĕ Светлана. Вăл йыш хушăнсан — хăйĕн сурăхĕсем ăратлă такаран путексем парнелесен — çакăн пирки «Хыпар» редакцине пĕлтерме шантарчĕ.
Эпир вара Отиккăвă ялĕнче пурăнакансем пурте «Хыпар» хаçатпа туслашасса шанатпăр. Вăрнар районĕнче çеç мар, республикăн кашни кĕтесĕнчех пирĕн вулакансен шучĕ ÿсессе кĕтетпĕр. Мĕншĕн тесен «Хыпар» хаçатпа унăн кăларăмĕсене çырăнакансен парнеллĕ пулас шанăç пур!
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.