Вăл пирĕншĕн яланах–чи маттурри, ăш пилли

13 Утă, 2018

…Икĕ çул каялла, 2016 çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче, вăл пирĕнтен уйрăлса кайса ĕмĕрлĕх канăç тупрĕ. Çăтмаха лекнĕ таса та ырă чунĕ халĕ çÿл тÿпере вĕçсе çÿрет пулĕ, хăйĕн ĕçне малалла тăсакансен малашлăх çулне çутатса тăрать пулĕ…
Тавах ăс панăшăн, çын тунăшăн
Ун чухне, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче журналистсене хальхи пек «курттăммăн» вĕрентсе кăларман. Пирĕн ушкăнра, сăмахран, хаçат-журналăн тĕрлĕ редакцийĕ сĕнÿ панипе 7-8 студент кăна хаçатçăна вĕренетчĕ. Диплом илнĕ хыççăн хамăр суйласа илнĕ редакцисене вырнаçрăмăр.Çав вăхăтрах республикăри ятлă-сумлă кăларăмсемпе çыхăну тытнă, вĕсем валли те тĕрлĕ материал хатĕрленĕ. Çакна тĕпе хурса-ши, мана каярахпа «Коммунизм ялавĕ» хаçата пĕр уйăхлăха ăсталăха ÿстермешкĕн чĕнсе илчĕç. Ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ Леонтий Алексеев, Сергей Полкачев, Татьяна Ильина корреспондентсем пулăшнипе çĕннине, республика кăларăмĕнчи йăла-йĕркене чылай ăса хыврăм. Вăхăт иртнĕ май Шупашкара йыхравларĕç, куçаруçă вакансийĕ пуррине пĕлтерчĕç. Чăн та, район хаçатĕнчен тухса каймасăр унта йышăнмашкăн заявлени памашкăн тăхтама хушрĕç: парти членĕ пулнă май вырăнти пуçлăхсенчен ирĕк ыйтмалла иккен манăн. Унсăрăн район хаçачĕшĕн пĕлтерĕшлĕ кадрсене «илĕртнĕшĕн» пуçран шăлмаççĕ-мĕн /йĕрки çапларах пулнă ун чухне/. Чупкаласа çÿресе уйăх иртрĕ, куçаруçă вырăнне урăххи йышăнчĕ. «Хальлĕхе ревизи корректуринче ĕçле, вунă уйăхран çырусен пайне куçаратăп», — шантарчĕ редактор. Вăл пулăшнипе хулара пропискăна тăратрĕç, пурăнмашкăн кĕтес тупса пачĕç тата шăп та лăп 10 уйăхран корреспондента лартрĕç. Демьян Филиппович Семенов мана çын турĕ, пурнăç çулĕ çине кăларчĕ. Вăл маншăн Турă та, управçă-пирĕшти те, çирĕп ыйтакан пуçлăх та пулнă.
Ĕçтешĕмсем те ăна ырăпа кăна аса илеççĕ. Эпир, унпа пĕрле ĕçленĕ хаçатçăсем, хаклă вĕрентекенĕмĕре сума сунине кура çамрăк ăру, ăна ячĕ-шывĕ тăрăх кăна пĕлекенни те, «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакторĕн çăмăл мар тиевне ăнăçлă туртса пыма пултарнă ĕçтеш пирки тата ытларах пĕлмешкĕн ăнтăлатчĕ.
Аслă юлташăмăр вĕрентсе пынипе пичет ĕçĕн вăрттăнлăхне алла илме, журналист ăсталăхне туптама хал çитернĕшĕн тивĕçлипе мăнаçланатпăр. Вăл пирĕншĕн яланах чи ырри, маттурри, ăш пилли шутланнă, хăйĕн тĕслĕхĕпе хавхалантарса малалла ăнтăлма хистенĕ. Йăнăшас-тăвас пулсан та çын умĕнче пите хĕреттермен вăл пире. Редактор пÿлĕмне чĕнтерсе илетчĕ те: «Ай-ай-яй, хăлха касаççĕ ĕнтĕ», — тетчĕ, намăсланнипе çĕр тĕпне анса кайма хатĕрччĕ — еплерех ăста воспитатель пулнă вăл, малашне апла тума юраманнине сассине хăпартмасăрах ăса хывтарнă.
Унăн ырăлăхне редактортан парти обкомне ĕçлеме куçсан та туйса тăраттăмăр. Ăнсăртран тĕл пулас-тăвас пулсан та /ара, пире вăл çине тăнипе йĕркеленнĕ сад юлташлăхĕ те пĕрлештернĕ вĕт/ чарăнса тăрсах пуплетчĕ, çемье пурнăçĕпе, ачасен кун-çулĕпе интересленетчĕ. Унпа курнăçнă хыççăн канăç паман ыйтусем самантрах сĕвĕрĕлетчĕç, чунра ырă-ырă пулса каятчĕ...
Пултаруллă ертÿçĕ
Етĕрне районĕнчи Мăн Явăшра 1938 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче йышлă çемьере çуралнă вăл. Ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе пĕр килнĕ май ури çине пĕчĕклех ĕне пуснă: фронта кайнă арçынсем вырăнне ĕç лаши пулса тăнă хĕрарăмсемпе пĕрле пĕрлешÿллĕ хуçалăхри тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă, ÿсĕмне кура мар вăкăрпа кĕлте турттарнă, йĕтем çинче тырă тасатнă, çĕр улми кăларнă, пахча çимĕç пухса кĕртнĕ. Аслă Çĕнтерĕве çывхартмашкăн сумлă тÿпе хунă. Ашшĕ Филипп Федорович вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă: Орел облаçĕнчи Сталиногорск, Ефремов, Елец хулисемшĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăннă, Курск пĕккинче пулнă, Сумы, Бахмач, Конотоп, Коростень, Нежин, Черников, Чернобыль хулисене ирĕке кăларнă, Десна тата Днепр шывĕсем урлă каçнă. 1943 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче йывăр аманнă хыççăн эвакогоспитальсенче чылайччен сипленнĕ. Çав сăлтавпах ăна демобилизациленĕ. Килте кăштах вăй илем-ха тесе ларман, тÿрех ĕçе кÿлĕннĕ. Шкулта ачасене çар ĕçне хăнăхтарнă, каярахпа — райĕçтăвкомра, тăван хуçалăхра тăрăшнă.
Филиппа Матрена Семеновсем ывăл-хĕрне вĕрентес ĕмĕтпе пурăннă. Çавăнпа та аттестат илнĕ хыççăн Демьян Семенов Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмне кĕнĕ. Тăрăшса вĕреннĕ паллах, çавăнпа пĕрлех аслисене хуçалăха тытса пымашкăн çăмăлрах пултăр тесе лекцисенчен пушă вăхăтра хăйне тыткаламалăх укçа тумашкăн тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Пĕрремĕш курс хыççăн хулари стройкăсенчен пĕринче тăрăшнă, иккĕмĕш курс хыççăн çерем çĕрсене уçмашкăн Алтай тăрăхне çула тухнă.
Сăмах май, аслă шкулта Исаак Кирилловпа, Клим Сергеевпа, Алексей Тимофеевпа пĕр курсра вĕреннĕ. Вĕсен туслăхĕ пурнăç çулĕ çине тухсан та татăлман, çирĕпленсе пынă кăна.
Диплом илнĕ çамрăк специалиста «Коммунизм ялавĕ» хаçата литература сотрудникне /кĕçех ăна репортера куçарнă/ хапăлласах йышăннă. Аслă юлташĕсем — Михаил Якимов, Павел Крысин, Ипполит Иванов, Михаил Скворцов, Семен Данилов, Михаил Юрьев — наставниксем пулса тăнă, журналист этикине ăса хывмашкăн пулăшнă. Пултарулăхне кура Демьян Филипповича пай пуçлăхĕ пулма шаннă, унтан редактор çумне лартнă, 38 çулта редактор тилхепине тыттарнă. 1973 çулта вăл Мускавра партин аслă шкулĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Шăпах çак çулсенче унăн ĕçе йĕркелес иксĕлми пултарулăхĕ, журналист тата куçаруçă ăсталăхĕ пиçсе çитнĕ. Хаçат та халăх юратакан кăларăм пулса тăнă, унăн тиражĕ 80 пинрен иртнĕ.
Тĕрĕссипе, хĕрĕпе ывăлĕ мĕнле ÿснине те асăрхаса юлайман, вăл ĕçрен таврăннă çĕре ачисем çывăрнă, ашшĕ вăраннă тĕле мăшăрĕ вĕсене шкула е садике ăсатнă. «КПСС Тĕп Комитечĕн пленумĕсемпе сћезчĕсем пынă тапхăрта редакци çуртĕнчех çывăрма юлни те пĕрре кăна мар пулнă», — палăртнă вăл асилĕвĕсенчен пĕринче.
Д.Семенова 1984 çулта республикăри Журналистсен союзĕн правленийĕн председательне суйланă, ăна 1989 çулхи çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕччен ертсе пынă. Вăл СССР журналистсен союзĕн Тĕп канашĕн членĕ пулнă. Организаципе пултарулăх ĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех массăллă информаци хатĕрĕсен сотрудникĕсен пурнăçпа йăла условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрăшнă. Ертÿçĕ çине тăнипе çав çулсенче журналистсенчен чылайăшĕ хăтлă хваттерсемлĕ пулнă. Вăл пулăшнипех «Журналист» сад юлташлăхĕ валли çĕр уйăрас ыйтăва татса панă.
Демьян Филиппович хăйĕн пурнăçĕн 30 çулне чăваш пичетне халалланă. Çитĕнĕвĕсене тивĕçлипе хакласа çĕршывăмăр ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп Палли» орденсемпе, «Раççей пресси — 300 çулта» паллăпа, «Ĕçри хастарлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май» медальпе чысланă. Вăл — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
1988 çулхи утă уйăхĕнче Демьян Филипповича КПСС Чăваш обкомĕн секретарьне суйланă. Парти ĕçне чарса лартсан — «Россемена» фирмăра, каярахпа ЧР Патшалăх Канашĕн аппарачĕн пай пуçлăхĕнче тăрăшнă, саккунсене вырăсларан чăвашла куçарассишĕн яваплă специалист пулнă. Тĕрĕссипе, журналист ĕçне малалла тăснă.
Вăл обществăпа политика ĕçне хастар хутшăннă: халăх депутачĕсен канашĕн Шупашкар хула ĕçтăвкомĕн членĕ, депутачĕ пулнă, Чăваш АССР Аслă Канашне 9, 10, 11,12 суйлавĕсенче депутата суйланнă, вун пĕрмĕш суйлавра ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн Председателĕ пулма шаннă.
«Чăн-чăн интеллигент...»
Етĕрне каччи чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнче ăс пухнă, Куславкка пики акăлчан чĕлхине вĕрентекен пулма хатĕрленнĕ. Иккĕшĕ те Чăваш патшалăх педагогика институчĕн студенчĕсем иккенне пăхмасăр Алтайри çерем çĕрсенче ĕçлеме кайиччен пĕр-пĕрне асăрхаман та тейĕн. Тăван енрен çĕр-çĕр çухрăмра паллашнă вĕсем, 5-мĕш курсра вĕреннĕ чухне, 1958 çулта, çемье çавăрнă.
«Çемье çынниччĕ вăл, чăн-чăн интеллигент, пурте ун патнелле туртăнатчĕç. Çемье çирĕп те туслă пулнă пирĕн, хĕрĕмĕрпе ывăлăмăршăн лайăх ашшĕччĕ, мана çур сăмахран ăнланакан мăшăрччĕ, — тет Маргарита Григорьевна.— Питĕ тимлĕччĕ, тăванĕсене ырă тума васкатчĕ. Асли пулнă май шăллĕсемпе йăмăкĕсемшĕн хыпса çунатчĕ. Хунеçене хывнă вăл, ун пекех ăш пиллĕ те малалла ăнтăлакан, ыттисене ырă тума тăрăшакан çынччĕ Демьян Филиппович. Вăл пулăшнипе Ким аслă пĕлÿ илсе кун-çулне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă, Александрпа Вера та пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Полина кÿршĕ ялта çемье çавăрнă. Галина аслă шкул хыççăн патшалăх архивĕнче ĕçлет.
Ирина хĕрĕм ман çулпа кайрĕ, акăлчан чĕлхине вĕрентекен ĕçне суйласа илчĕ. Шел, Андрей ывăлăмăн кун-çулĕ кĕске пулчĕ, 7 çул каялла пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса пирĕн чунсене амантса хăварчĕ.
Куç тулли телейĕм — икĕ мăнукăм. Иккĕшĕ те аслă шкул пĕтернĕ, Ольга — юрист, Анна — акăлчан чĕлхи енĕпе специалист».
Маргарита Григорьевна хулари тĕрлĕ шкулта ачасене акăлчан чĕлхи вĕрентнĕ, 35-мĕшĕнче шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен завучĕнче 18 çул тăрăшнă. Халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Çывăх çыннисем, мăшăрĕн тăванĕсем ăна манмаççĕ, кирлĕ тĕк яланах пулăшаççĕ. Галина Филипповна, авă, пушă вăхăтра инкĕшĕ патне васкать, кулленхи пурнăçра ăна хавхалантарса тăрать.
...Хаклă çыннăмăр, вĕрентекенĕмĕр пурăннă пулсан утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче 80 çул тултармаллаччĕ. Йывăр чир ăна пирĕнтен яланлăхах уйăрса кайрĕ. Çутă сăнарĕ вăл ертсе пынă «Коммунизм ялавĕ» /халĕ — «Хыпар»/ хаçат ĕçченĕсен чĕрисенче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ.
Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.