Комментари хушас

13 Утă, 2018

Питравра Уй кунĕ иртрĕ

Уй кунне маларах республикăри тĕрлĕ хуçалăхра ирттернĕ. 2016 çултанпа ăна Çĕрпÿ районĕнчи Чăваш ял хуçалăхĕн ăслăлăх-тĕпчев институчĕн уй-хирĕнче йĕркелеççĕ. Кăçалхи Уй кунĕ Питравпа тĕл килчĕ. Вăл утă уйăхĕн 12-13-мĕшĕсенче иртет.
Уяв умĕн асăннă районти Михайловкăри культура çуртĕнче утçи ĕçĕ-хĕлĕ, республикăри хуçалăхсем вырмана еплерех хатĕрленни пирки канашлу иртрĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Çак кунсенче республикăра кайăк-кĕшĕк грипне тупса палăртнине, ытларах кăнтăр районсенче сыхă пулмаллине каларĕ. Паллах, ял хуçалăх предприятийĕсен çеç мар, хушма хуçалăхра та.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарчĕ, патшалăх пулăшăвĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. «Кăçал ял хуçалăхне пулăшма вырăнти бюджетран 2 млрд та 750 млн тенкĕ укçа уйăрнă. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне нухратăн 50 проценчĕ çĕр ĕçченĕсем патне çитнĕ», — терĕ вăл. Кăçал çанталăк условийĕсене кура тыр-пул тухăçĕ пĕчĕкрех пуласси паллă. Çавна май тырă хакĕ ÿсесси куç кĕрет — 8 тенкĕрен кая пулмалла мар. Сĕт хакĕ те малашне пысăкланма кирлĕ. Кĕрхи культурăсем пысăк тухăç панине кура ытларах вĕсене акса хăварма тăрăшмаллине палăртрĕ министр. Кăçал вырмана ытти çулхинчен 10-12 кун каярах тухасси паллă.
Малалла «Авангард» пĕрлешĕвĕн «Çĕрпÿ беконĕ» филиалĕн ертÿçи Николай Курчаткин, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов хăйсен хуçалăхĕсенчи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç, вырмана хатĕррине палăртрĕç.
«Уй кунĕ — 2018» уява Раççей регионĕсенчен тата хамăр республикăран 40 ытла организаци хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсенчен 23 поставщик-организаци энерги ресурсне перекетлекен хăватлă техника тăратнă. Вĕсемсĕр пуçне куравра удобрени, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем те пур.
Республика ертÿçи сумлă мероприятие уçнă май Уй кунĕ ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме, çĕнĕ техникăпа паллашма, вĕсене туянмашкăн килĕшÿсем тума меллĕ вырăн пулнине палăртрĕ.
Куравра иртнĕ çул Раççейре сахăр кăшманĕ туса илессипе ăнăçлă ĕçленĕ хуçалăхсене те чысларĕç: пĕрремĕш вырăна «Исток» пĕрлешÿ /Патăрьел районĕ/ йышăннă, иккĕмĕшне — «Дружба» ЯХПК /Комсомольски районĕ/, виççĕмĕшне «Сюрбеево» пĕрлешÿ /Комсомольски районĕ/. Вĕсене I, II, III степень Дипломсемпе чысларĕç.
Малалла хăнасем хăватлă техникăпа паллашрĕç.Энерги ресурсне перекетлекен 100 техникăна пысăк лаптăкра ретĕн-ретĕн вырнаçтарнă. Хăватлă комбайнсемпе тракторсене, выльăх апачĕ хатĕрлемелли агрегатсене уява пухăннисем тĕлĕнсе сăнарĕç. Хушма хуçалăхра ĕçлемелли пĕчĕк калăпăшлă техника та пур. Институтăн сăнав лаптăкĕсемпе те паллашрĕç. Кунта тĕрлĕ культурăна тĕрлĕ условире тĕрĕслесе пăхаççĕ. Чи ăнăçлисене хуçалăхсенче сараççĕ. Акă хăнасем «Саратовская 17», «Надежда», «Фотинья», «Юмпа» кĕрхи тулă сорчĕсене куç илмесĕр сăнарĕç. «Графиня» кĕрхи ыраш тухăçĕ вара гектартан 40-45 центнерпа танлашасси куç кĕретех.
Республика ертÿçи ял хуçалăх отрасльне кăçал укçа-тенкĕ уйăрасси пĕлтĕрхинчен 12,5 процент ытларах пулнине пĕлтерчĕ. Çитес çул валли те ăна кăçалхинчен кая мар уйăрĕç. «Пирĕн тĕллев — вырма ĕçĕсене вăхăтра тата çухатусăр туса ирттересси. Чылай хуçалăх ĕççине хатĕр. Эпĕ çĕр ĕçченне сывлăх, ăнăçу сунатăп», — терĕ вăл.
Кăçалхи Уй кунĕ ыттисенчен уйрăлса тăрать: ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе фермерсем малтанхи хут агрономи олимпиадине хутшăнаççĕ.
Валентина ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.