Archive - 19 Утă, 2018

19 Утă, 2018

Пулас мăшăрне кĕрешÿ секцийĕнче тĕл пулнă

Ушу секцине лекиччен сăпайлă, лăпкă, ытлашши сăмах ваклама юратман, вăтанчăк хĕрача пулнă вăл. Чун çирĕплĕхĕпе хастарлăха аталантарас тĕллевпе унта çул тытнăскер хусканусене кăмăлтан пурнăçланă.

19 Утă, 2018

Кĕнеке парнелетпĕр

Йывăр лару-тăрура пурăнакан шăпăрлансене пулăшар-и? «Хыпар» Издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ «Кĕнеке — ачасене» акци пуçарать.
Кашнинех вуласа тухнă хыççăн çÿлĕк çинче ахалех выртакан кĕнеке пур. Вĕсене мĕншĕн пĕчĕккисене парнелес мар? «Хыпар» ИÇ ĕçченĕсем командировкăна тухса çÿренĕ май вырăсла, чăвашла кĕнекесене йывăр лару-тăрура пурăнакан шăпăрлансем патне илсе çитерĕç. «Çамрăксен хаçачĕн» журналисчĕсем пурне те акцие хутшăнма чĕнеççĕ. Вăл 1 уйăха тăсăлать. Кĕнекесене Пичет çуртне, 609-мĕш пÿлĕме илсе килмелле.

19 Утă, 2018

Вĕсен пахчинче – персик, киви, çĕр тĕрлĕ гладиолус…

Çулла тĕрлĕ витаминпа пуян, тутлăран та тутлă улма-çырла ытларах çиес килет. Ют тăрăхран кÿрсе килнисемпе сăйланиччен хамăр пахчара çитĕнтернине мĕн çиттĕр? Красноармейски районĕнчи Енĕшкасси ялĕнче пурăнакан Михайловсем çакна никамран лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа килĕнчи çĕр лаптăкне çăтмаха çавăрнă.

19 Утă, 2018

Амăшне шеллесех качча тухман

Çулĕпе çамрăках мар Зоя Тимофеева ял çыннисемпе ытлах хутшăнмасть: килтен сайра çеç тухать, кÿрше-арша каçмасть, хăй патне пыракана алăк шаккасан та уçса кĕртмест. Пĕчченлĕхпе тахçанах çырлахнă вăл.

19 Утă, 2018

Сусăр ывăл-хĕрĕ ашшĕ-амăшне тĕслĕх кăтартать

Чулхулара пурăнакан Святослав Кривцов Çĕнĕ Шупашкарпа пĕлтĕр паллашнă. Арçын ача лаша спорт манежĕнче иртнĕ ăмăртăва хутшăннă. Святослав 12-ре. ДЦПпа чирлĕскерĕн пуплевне амăшĕ çеç ăнланать. Çапах Иринăпа Святослав нихăçан та хăйсем пирки: «Эпир телейсĕр», — теес çук.

19 Утă, 2018

Шупашкарти çутă пурнăç патне

Кăçал вăл шкул саккипе сыв пуллашнă. 11 çул вĕреннĕ хыççăн, эх, мĕнле каяс килмест-çке пĕлÿ çуртĕнчен! 2018 çулта Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Аслă Аксу шкулĕнчен ултă ача вĕренсе тухнă.

19 Утă, 2018

Уçă тÿпе айĕнчи çуллахи вулав

Шупашкар районĕнчи Сарапакассинчи шкул çумĕнчи лагерьте кану тин кăна вĕçленнĕ. Çапах та ачасем тунсăхламаççĕ. Ялти библиотекăна пырса кĕрсенех чун савăнчĕ. Кунта ача-пăча сасси янăрать.

Pages