Комментари хушас

19 Утă, 2018

Пулас мăшăрне кĕрешÿ секцийĕнче тĕл пулнă

Ушу секцине лекиччен сăпайлă, лăпкă, ытлашши сăмах ваклама юратман, вăтанчăк хĕрача пулнă вăл. Чун çирĕплĕхĕпе хастарлăха аталантарас тĕллевпе унта çул тытнăскер хусканусене кăмăлтан пурнăçланă.

Пĕрре курса мар
Ун чухне Екатерина Михайлова И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн 20-ри студентки кăна пулнă-ха. Физикăпа математика енĕпе пĕлÿ илекенскере ачаранах хĕвел тухăç культури илĕртнĕ, Китай ташшисене вĕренме ĕмĕтленнĕ. Китай кĕрешÿ искусствипе туслашни пикене хăйне шанма пулăшнă тата... юратнă çынпа тĕл пултарнă. Павел ушу тренерĕн преподавателĕнче ĕçленĕ. Çук-çук, пĕрре курсах вĕсен хушшинче юрату хĕмленме пуçланман-ха. Икĕ çул ушу искусствине вĕреннĕ хыççăн Катя текех клуба çул тытман. Анчах преподавательпе çыхăну татăлман: те шăпа, те ăнсăртлăх туслаштарнă хĕрпе çамрăк арçынна. Тăватă çул туссем пек хутшăннă хыççăн çеç вĕсем хĕрпе каччăлла çÿреме пуçланă. Пĕр пек кăсăклăх, хĕвел тухăç культурине юратни пĕрлештернĕ мăшăра, çакă та хутшăнусене çирĕплетнĕ ахăртнех. Павелпа Екатеринăн хĕрĕпе ывăлĕ Юлианнăпа Толя та мĕн пĕчĕкрен кунг-фупа кăсăкланаççĕ. Ашшĕпе амăшĕнчен тĕслĕх илеççĕ паллах. «Анне, пăх-ха, сана ушу кăтартатăп!» — кутăн-пуçăн çаврăнкаланă чухне чĕвĕлтетет Толя. Хальлĕхе вăл кунг-фу вĕренекенсен кĕçĕннисен ушкăнне те çÿремест-ха, унта 4 çултан кăна илеççĕ. Йăлтах аппăшĕнчен, пиллĕкри Юлианнăран, хăнăхса пырать. Çак кĕрешÿ искусстви ташă пекех, хусканусем хăйне евĕрлĕ, интереслĕ... «çĕлен сăхни», «тигр чĕрни». Паллă голливуд актерĕсем Брюс Липе Джеки Чан та кунг-фу пĕлнĕ. Вăл спортран та пысăкрах теес килет», — каласа кăтартрĕ кĕçĕн çулти ачасен ушкăнне кунг-фу вĕрентекен çамрăк преподаватель.
Çирĕм çул ытла Китай кĕрешÿ искусстви енĕпе ĕçлекен Павел шаолинь кунг-фу искусствине вĕрентекен Пекин шкулĕн филиалне Шупашкарта уçма пултарнă. Унăн воспитанникĕсем, аслăрах ÿсĕмри ачасем, ăмăртусене хутшăнса чылай чухне парнеллĕ вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Екатерина каласа кăтартнă тăрăх, кунг-фупа ушу ачасене координацие, хусканусен аса илĕвне аталантарма пулăшаççĕ. Юлианнăпа Тольăна та çак кĕрешÿ мелĕсене хăнăхтарма тĕллевленĕ ашшĕпе амăшĕ. Катя тĕпренчĕкĕсем çитĕнерехпе Китай культурипе çывăхрах паллашмашкăн, професси шайне ÿстермешкĕн хĕвел тухăç çĕршывне çемйипе çитсе килме ĕмĕтленет. Хальччен унта мăшăрĕ пĕччен çеç темиçе хут вĕçнĕ.

Тибет чашăкĕсемпе массаж
Китай ташшисене те вĕреннĕ Екатерина, хăйсем уçнă шкулта ушкăн йĕркеленĕ. «Лĕпĕш вĕçевĕ» — чи юратни. Ыттисене те, сăмахран, «Çилпе» «Шыв вăййине» кăмăллать. Ташăра та кунг-фури хусканусем пурри уйрăмах килĕшет ăна. «Китай юрри-кĕввине çав тери итлеме юрататăп. Ĕмĕт- шухăшсемпе инçе-инçе вĕçме май параканскер йăлăхтармасть. Тĕрĕссипе, Китай ташшисем сывлăхшăн усăллă. Ахальтен-им унпа 70 çултисем те кăсăкланаççĕ?» — чун киленĕçĕ пирки сехечĕпе калаçма хатĕр 34-ри хĕрарăм. Юлашки вăхăтра вăл Тибет медицинипе кăсăкланма пуçланă. Юрлакан Тибет чашăкĕсем пирки илтнĕ-и? Вăт, шăпах çак савăтсемпе усă курать те Катя... массаж тунă чухне. Тĕрĕссипе, çакна ĕненме те йывăр. Юрлакан Тибет чашăкĕсемпе ирттернĕ массаж сеансĕ, урăхла, клангмассаж 10-12 тĕрлĕ метала хутăштарса ăсталанă савăтсен сасси пулăшнипе организма лайăх витĕм кÿрет. «Кăçал кăрлач уйăхĕнче Германире пурăнакан тăван хăнара пулчĕ. Реабилитаци центрĕнче вăй хураканскер хăйне евĕрлĕ сиплев терапийĕ пирки каласа кăтартрĕ. Сасă чĕтревĕпе ирттерекен массаж пуррине пĕлменччĕ. Германире ку меле официаллă медицинăна та кĕртнĕ, эппин, унăн усси пур. Тĕрĕссипе, кашни чир психикăран килет. Сăмахран, пĕр-пĕр канăçсăрлантаракан, пăшăрхантаракан ыйту пур, вăл сире чылай вăхăт шухăшлаттарать. Хайхискер организмăн е кĕлеткен пайĕнче пухăнать, вăй-хала илет. Тибет чашăкĕсен кĕвви çак «блоксенчен» хăтарать. Çывăх çыннăм массаж тусан хама космоса вĕçнĕн туйрăм, ÿстерсе каламастăп. Чунра çăмăл, ăс-тăн уçă. Сăмахпа ăнлантарса пама çук. Чашăксем шăнкăрав пекех, ĕлĕк- авал эпидеми сарăлсан ахальтен чан çапман пуль тетĕп. Вируссемпе япăх бактерисем унăн сассине чăтаймаççĕ», — ăнлантарчĕ Екатерина. Кашни чашăк харпăр орган валли-мĕн. Вĕсен сасси музыка нотисем евĕр. Сăмахран, чи пысăк чашăк «до» сасса кăларать, вăл хырăмпа пилĕкрен аяларах вырнаçнă органсемшĕн усăллă. Катьăн хальлĕхе тăватă савăт çеç-ха, çывăх вăхăтрах вăл ыттисене те туянĕ. Шупашкар районĕнчи Кÿкеç поселокĕнче çуралса ÿснĕскер Чăваш Енре клангмассажа аталантарасшăн. Çак тĕллевпех вăл Питер хулинче ятарлă курссене пĕтернĕ. Мĕнле майпа пулăшать сасă терапийĕ? Ку — ахаль массаж мар, çиелти тумтире хывмаççĕ. Меллĕ çи-пуç пулмалла. Чашăксене кĕлеткен ятарлă пăнчисен тĕлне лартаççĕ те йывăç патакпа хуллен шаккаççĕ. Катя çирĕплетнĕ тăрăх, пĕрремĕш сеанс вĕçленсенех çыннăн сăн- сăпачĕ улшăнать, куçра лăпкăлăх палăрать. Вăл малашне мĕн тумаллине татăклăн калаять. Сăмах май, Екатерина патне килсе кайнă хыççăн пĕр хĕрарăм йывăр ĕçрен тухса кайнине пĕлтернĕ. Унта вăй хума çăмăл килмен-мĕн ăна, анчах пăрахса кайма хăюлăх çитмен. Тибет чашăкĕсемпе сасă йоги ирттерес умĕн Катя çакскере пăшăрхантаракан ыйту пирки шухăшлама сĕннĕ, хурав тупăнатех тесе ĕнентернĕ... Кĕлеткене тренажер залĕсенче пиçĕхтерни кăна сахаллине, ăс-тăн, чун пирки те манмалла маррине аса илтерчĕ вăл. Хĕвел тухăç культурине парăннăскер шухăшсен пурнăçланас йăла пуррине те çирĕплетсех калать. Ĕненмелле тата тимлемелле кăна иккен. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.