Кăнтăрла — шывра, каçхине — футболта

19 Утă, 2018

Çуллахи кунсенче ача-пăчана пĕве-юхан шыв илĕртет. Ара, хĕвел хĕртсе пăхнă вăхăтра камăн сулхăнра е шывра рехетленес килмĕ? Етĕрне районĕнчи Янăм салинчи тата аслашшĕ-асламăшĕ патне хăнана килнĕ ача-пăча та шăрăхра пĕве хĕррине васкать. Эх, айкашаççĕ вара! Ятарласа шыва кĕмелли вĕрсе карăнтарнă хатĕрсемпе ишеççĕ, пĕр-пĕрне шывпа сирпĕтсе, пĕве тĕпĕнчи пылчăкпа вараласа алхасаççĕ, кăвакалсем пек шыва чăмаççĕ... Кунне пĕрре кăна мар, темиçе хутчен те пĕве хĕрне васкаççĕ хайхискерсем.

Тĕрлĕ хулара пурăнакан ача-
сем каникула ялта ирттернĕшĕн
питĕ хавас. Вĕсене туслăх тата
ашшĕ-амăшĕ çуралса ÿснĕ ял пĕр
чăмăра пĕрлештерсе тăрать. Çул-
талăк хушшинче пĕр-пĕриншĕн
тунсăхласа çитнĕ тантăшсен ка-
ласа памалли, сÿтсе явмалли са-
маях. «Эпир çав тери туслă, пĕрле
шыва кĕме çÿретпĕр, каçхине,
шăрăх чаксан, футболла вылят-
пăр», — пĕр-пĕрне пÿле-пÿле кала-
са параççĕ ачасем. Вĕсене нума-
ях пулмасть Тĕнче шайĕнче иртнĕ
футбол чемпионачĕ кăна мар, мĕн
пĕчĕкрен тытса пыракан йăла ста-
дион çулне такăрлатма хистет.
Аслашшĕ-асламăшне выльăх-
чĕрлĕх пуçтарма пулăшсан 15-20
ача, çав шутра кÿршĕ ялсенчисем
те, калаçса татăлнă пекех, стадио-
на пухăнаççĕ, икĕ ушкăна пайлан-
са хапхана гол тапса кĕртессишĕн
хĕрÿ тупăшу пуçланать вара. Çак
вăййа арçын ачасем те, хĕр ача-
сем те кăмăллаççĕ.
Çул çитменнисем канма кăна
мар, аслисене пулăшма та вă-
хăт тупаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти
9-мĕш шкулта вĕренекен Сергей
Чернов, акă, çăвĕпех ялта пурă-
нать, аслашшĕпе асламăшне утă
пуçтарма, пахча çимĕçе çум курă-
кран тасатма пулăшать. «Темиçе
хут та кĕтÿ кĕтме çÿрерĕм, шăрăх-
ра пачах çăмăл мар», — пĕлтерчĕ
вăл. Унпа ыттисем те килĕшрĕç.
7-мĕш класс пĕтернĕ Валерия
Успенская каланă тăрăх, ачасем
темиçе çул ĕнтĕ ял çыннисене кон-
цертсемпе савăнтараççĕ. Пĕр-пĕр
çурт умĕнче чылайччен янăрать
вара юрă-кĕвĕ. Ял çыннисем çакăн
пек пĕчĕк уявсене хапăл, «пĕчĕк
артистсене» пылак çимĕçпе хав-
халантарма тăрăшаççĕ.
Валерийăн икĕ сыпăкри йăмăкĕ,
Мускавра пурăнакан Софья Ле-
онтьева çуллахи каникула 2-мĕш
çул ялта ирттерет. «Кунта ачасем
ырă кăмăллă, туслă. Хулара хват-
тертех ларма тиветчĕ, кунта вара
ирĕк. Шел те, эпĕ икĕ эрнелĕхе
кăна килнĕ», — чунне уçрĕ хĕр ача.
Часах Валерия та унпа пĕрле çула
тухĕ — Раççейĕн тĕп хулинче кур-
малли сахал мар. «Мускава килсе
курăр, эпĕ сире пĕтĕмпех кăтарта-
тăп, кирлĕ пулсан Патшалăх Ду-
мине те ертсе каятăп», — журна-
листсене те хăнана йыхравларĕ
Софья. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.