Шупашкарти çутă пурнăç патне

19 Утă, 2018

Кăçал вăл шкул саккипе сыв пуллашнă. 11 çул вĕреннĕ хыççăн, эх, мĕнле каяс килмест-çке пĕлÿ çуртĕнчен! 2018 çулта Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Аслă Аксу шкулĕнчен ултă ача вĕренсе тухнă. (Малтан вун саккăрăн пулнă, 9-мĕш класс хыççăн икĕ арçын ачапа тăватă хĕр ача çеç юлнă). Александра Ярмушова экзаменсене пурне те «пиллĕклĕх» тытнă. Аттестачĕ çинче те лайăх паллăсем çеç.

Сыв пуллашма çăмăл мар

Шкулти пурнăç Сашăшăн

вĕресе çеç тăнă. Чăваш чĕлхи-

пе, литературипе çыхăннă кон-

курссенче чылай палăрнă вăл.

Чи асра юлнă саманта вара

çакăнпа çыхăнтарать: «9-мĕш

класра «Çулталăк лидерĕ» кон-

курсра мала тухнишĕн регион

шайĕнче хутшăнма тивĕçрĕм.

Ку таранччен эпĕ çакăн евĕр

мероприятире пулманччĕ. Кон-

курс Хусанта иртрĕ. Унта 14-35

çулсенчи çынсем пухăннăччĕ.

Тĕрлĕ лару-тăрăва лексен

эпир хамăра мĕнле тытатпăр-

ха? Шăпах çакна тĕрĕслерĕç

конкурсра. Хамăра пĕр хатĕ-

рленмесĕр кăтартма тиврĕ.

Мĕн чухлĕ ăслă та пултарул-

лă ачаччĕ унта! Кашни кунах

вăйăсем иртетчĕç. Тĕрлĕ рай-

онтан килнĕ çынсемпе туслаш-

рăм. Асамлă конкурс!»

Шкулпа сыв пуллашма çăмă-

лах пулман пикешĕн. «Иккĕмĕш

кил-çке вăл! Ăсату каçне хатĕ-

рленнĕ чухне тантăшсен куçĕ

шывланнине сăнарăм. Хамăн

та чун хурланчĕ. Кĕтнĕ кун çит-

сен хама куççуль юхтарасран

аран тытса чартăм», — пăшăр-

ханса аса илчĕ Саша.

Чăваш чĕлхи

Çу уйăхĕнче Александра

«Хыпар» Издательство çурчĕ

ирттернĕ çамрăк корреспон-

дентсен слетне килнĕччĕ. Чă-

ваш чĕлхине юратни сисĕнчĕ

унра. Вĕрентекенсем Саша

пирки: «Чăвашлăхшăн тăрă-

шакан вĕренекен», — терĕç.

Вăл хаçат-журналпа та çыхăну

тытать-çке.

«Чăваш чĕлхи питĕ илемлĕ

те çепĕç. Хăш-пĕр ача вырăсла

калаçма хăтланни пачах килĕ-

шмест тата питĕ пăшăрхан-

тарать. Эпĕ чăваш чĕлхинчен

ĕмĕрне те вăтанмăп. Халăхĕ

те пирĕн ĕçчен, сăпайлă. Ытти-

семпе килĕштерсе пурăнать»,

— шухăшне пĕлтерчĕ чиперук.

Саша шурă Шупашкарти

пĕр-пĕр университета биологи

енĕпе вĕренме кĕресшĕн. Ача

чухне пике кам пуласси пирки

шухăшламан, шкул пĕтерсен

çеç çак ыйту кирлине ăнланнă.

«Çын кирек ăçта вĕренсен те

тăван чĕлхине юратмаллах», —

терĕ маттурскер. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.