Вĕсем çĕр пÿртре те пурăннă

23 Утă, 2018

Эпир Янăмри Герасимовсен сачĕпе киленсе утатпăр. Мĕн чухлĕ улма-çырла çитĕнтереççĕ вĕсем. Пусă чавнăскерсем шывран татăк пурăнмаççĕ. Çак мăшăрăн икĕ хутлă кил-çурчĕ, хуралтисем çирĕп.

«Упăшкаран тармалли те пулать. Ун чухне тÿрех иккĕмĕш хута хăпарса каятăп. Вăл вара, 86 çултан иртнĕскер, мана хăваласа çитеймест», — шÿтлет 78 çулти Анна Ильинична. Хăй Гурий Иванович еннелле вăрттăн пăхса илет. Çак самантра иккĕшĕн сăн-пичĕ йăл кулăпа çуталать.
Гурий Ивановичпа Анна Ильинична çемье çавăрнăранпа 61 çул иртнĕ. Иркутск облаçне вербовкăпа ĕçлеме кайсан паллашнă вĕсем. Хĕр Брянск облаçĕнче 5 ачаллă çемьере çуралса çитĕннĕ. Ăна, пĕве кĕнĕскерне, выçăпа вилесрен амăшĕ килтен тухса кайма ÿкĕтленĕ. Çамрăка ял администрацийĕ паспорт илме пулăшнă. Вырăна çитсен стройкăра кунне-çĕрне пăхмасăр ĕçленине, вăйран сулăннăран ÿсĕр пекех курăннине аса илет вăл.
Çамрăк мăшăр виçĕ уйăхри ачапа Чăваш Республикине килнĕ. Анчах Гурий Герасимовăн тăван мар амăшĕ вĕсене киле кĕртмен. «Уншăн ĕне те, сысна та паман. Шупашкар вокзалне леçсе хăварсан малалла хăех кайĕ», — ăса «вĕрентнĕ» арçынна хайхискер.
Мĕн тумалла-ха çакнашкал лару-тăрура? Гурий Герасимов ял çывăхĕнчи вăрманта çĕр пÿрт чавнă. Ăна çиелтен пушăтпа, тăпрапа витнĕ, алăк вырăнне утиял çакнă. Виççĕри тĕпренчĕкне улăмран вырăн туса панă вăл. Унта çулталăка яхăн пурăннă çамрăк çемье. «Эпĕ Гурие качча тухни çинчен аннене çырса пĕлтертĕм. Вăл унашкал ятлăскер мĕнле наци çынни пулнипе кăсăкланчĕ. Пирĕн тăрăхра Гурийсем çук», — калаçăва тăсать Анна Ильинична.
Тăватă ача çуратса çитĕнтернĕ Герасимовсем. Пĕррехинче çакнашкал лару-тăрăва лекнĕ вĕсем: амăшĕ ывăлне пÿртре хăварса шыв ăсма кайнă. Каялла таврăннă та — ачана ниçта та тупайман. Урама чупса тухсан тĕпренчĕкне йăтса каякан чикан майрине курах кайнă вăл. Юрать-ха çăмăл машинăпа ларса кайиччен хăваласа çитнĕ усал шухăшлă çав хĕрарăма. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.