Янăм тăрăхĕнче кĕвĕ илемĕпе киленеççĕ

23 Утă, 2018

Алексей Ятрушевăн эрешленĕ пĕчĕк арчисене ытараймасăр тытса пăхатăп. «Ку илеме сутма ăсталанă-и?» — ыйтатăп арçынран. Çук иккен, йывăçран япала касса кăларасси уншăн чун киленĕçне çаврăннă. Вĕсене тăван-пĕлĕшне кăна мар, Англи, Америка çыннисене те парнеленĕ вăл. Арçын вĕтĕ шăрçапа турăш, картина тĕрленине те ялĕпех пĕлеççĕ. Унăн ĕçĕсен пĕр пайне Çемье кунне халалланă районти курава илсе кайнăччĕ.
Етĕрне районĕнчи Янăм ачисене ăннă тесен те юрать. Вĕсен Алексей Ятрушев пулăшнипе кĕвĕ тĕнчин тутине ас тивме май пур. Тивĕçлĕ канăва тухсан хуларан яла куçнăскер музыкăна килĕштерекенсене пĕр ушкăна пуçтарнă. Çитĕнекен ăрăва шăхлич, купăс каламашкăн тÿлевсĕрех вĕрентет вăл.
Музыка инструменчĕсене ăçтан тупни кăсăклантарать-и? Асатте-асанне вăхăтĕнчех вăйă картинче, ĕçкĕ-çикĕре купăс сасси чуна лăпканă. Юлашки вăхăтра вара купăс калама пĕлекенсен йышĕ сахалланни куç кĕрет. Алексей Степанович çак чăнлăхпа çырлахасшăн пулман. Вăл ял çыннисен çĕмĕрĕлнĕ купăсĕсене юсама пуçланă. Хăшĕ-пĕри музыка инструментне каялла илсе кайнă, теприсем кружокри ачасем валли хăварнă. Сцена çинче 10-ăн пĕр харăс купăс тăсса ярсан мĕнешкел илемлĕ кĕвĕ çуралнине сăмахпа ăнлантарма май пур-ши? Ачасем хăйсен пултарулăхĕпе çывăхри ялсенчи çынсен кăмăлне тупма пултарнă ĕнтĕ. «Концерта çавăн чухлĕ купăсçă хутшăнни, паллах, куракансене тĕлĕнтерет», — теççĕ хĕрсем. Наташа Ягодинова, тĕслĕхрен, хăйĕн пурнăçне музыкăпа çыхăнтарасшăн. «Купăс калама вĕренмешкĕн çăмăлах мар. Алексей Степанович ăнлантарсан, кăтартсан йăлтах ăша хывма пулать», — палăртаççĕ Настьăпа Таня Семеновăсем. Шăхличсене вара Етĕрнери ача-пăча пултарулăх çуртĕнчен илсе килнĕ. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.