Archive - 7 Jun, 2018

Вунă кунра клип ÿкерме те, тинĕсре «пÿремечпе» ярăнма та, хĕвелпе хĕртĕнме те вăхăт тупнă... Чăваш эстрадин çамрăк юрăçи Андрей Заволжский çапларах «çунтарать». Нумаях пулмасть кăна-ха унăн пултарулăхне кăмăллакансем «Телей» юрăпа Куба утравĕнче ÿкернĕ илемлĕ клиппа киленнĕччĕ.

Çĕрпÿ районĕнчи Тĕнсĕр ялĕнчи 99-ти Евгения Константинова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 1942-1945 çулсенче çапăçнă. Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕскер мĕн тÿснине пире те каласа кăтартрĕ.

Ялти клубра спектакль пулни çинчен пĕлтерÿ курсан çынсенче мĕнле кăмăл-туйăм çуралать? Ĕлĕкрех чухне «савăнăç, хăпартлану» теме пулĕччĕ. Ара, ку культурăллă пулăм шутланнă-çке. Халĕ апла мар пек туйăнать, клуба тухакан сахаллăн. «Эпĕ телевизорпа та спектакль кураятăп, лайăх вырнаçса ларатăп та ал ĕçĕ тăватăп», — теççĕ çынсем.

Укçашăн мар

Пĕр ирхине Ишлейри милици пунктне ачаллă хĕрарăм пырса кĕнĕ. Упăшки хĕненине, ун патне таврăнма хăранине пĕлтернĕ. Ниçта та хÿтлĕх тупайман хĕрарăма дежурствăри милиционер Николай Максимов уçă тыттарнă. «Шупашкарта манăн лифтер пÿлĕмĕ пур, çавăнта кайса пурăн», — тенĕ.

Хальхи саманари çамрăк пулас тăк вăл çухалса каймĕччĕ. Чун çирĕплĕхĕ, ашшĕ-амăшĕ, шкул, ял-йыш панă тĕрĕс воспитанийĕ, ĕçченлĕхĕ, пултарулăхĕ пурнăç çине çирĕппĕн тăма пулăшĕччĕçех. Ун пек çынсем чунпа нихăçан та ватăлмаççĕ.

Pages