- Чăвашла верси
- Русская версия
Икĕ мăшăрне пĕрер хваттер парса хăварнă
Пĕр ирхине Ишлейри милици пунктне ачаллă хĕрарăм пырса кĕнĕ. Упăшки хĕненине, ун патне таврăнма хăранине пĕлтернĕ. Ниçта та хÿтлĕх тупайман хĕрарăма дежурствăри милиционер Николай Максимов уçă тыттарнă. «Шупашкарта манăн лифтер пÿлĕмĕ пур, çавăнта кайса пурăн», — тенĕ. Кинора кăна мар, чăн пурнăçра та кун пекки пулать иккен.
Яла — хăнана
Пĕрре курнă хĕрарăма уçă тыттарма Николай çĕрме пуян мар. Арăмĕнчен тăватă çул каялла уйрăлнăскер çав вăхăтра пĕчченех дачăра пурăннă. «Ял хуçалăх химийĕн предприятийĕнче ĕçлеттĕм, тăтăшах командировкăна çÿреттĕм. Арăма тĕрĕслесе тăраймарăм пуль — вăл эрех ĕçме тытăнчĕ. 14 çул пĕрле пурăннă хыççăн уйрăлтăмăр. Атайкассинчи 3 пÿлĕмлĕ хваттере ăна тата хĕрпе ывăла парса хăвартăм. Чăматана пуçтартăм та дачăна пурăнма куçрăм. Çавăнтах çу каçрăм. Кайран юлташсем лифтер пÿлĕмĕ парнелерĕç», — аса илчĕ Николай. Икĕ ачине вăл пăрахман, яланах укçан пулăшнă, вĕрентсе кăларнă. Хĕрĕ икĕ аслă пĕлÿ илнипе те мăнаçланать ашшĕ.
Уçă кăларса тыттарнă хĕрарăмпа Ольăпа вĕсен юрату пуçланнă. Пĕрле пурăнма пуçласанах, амăшĕ ĕçре чухне, унăн хĕрĕ Николай çумне пырса ларнă та ыйтнă: «Сана атте тесе чĕнем-и?» Çав самантра арçыннăн куççуль тухнă. Ольăпа вăл хут уйăрттарсах пĕрлешнĕ, вĕсен ывăл çуралнă. Лифтер пÿлĕмне сутса пĕр пÿлĕмлĕ хваттер туяннă. Анчах иккĕмĕш çемйи те Кольăшăн ĕмĕрлĕх пулман. Вăл арканнин сăлтавĕ — Шупашкар районĕнчи Çырмапуç ялĕнчи мăнаккăшĕн çурчĕ. Пĕччен юлнă кинемей ăна яла куçса килме тилмĕрсех ыйтнă, çурт юхăнса ларнă. 2000 çулта Николай Çырмапуçне куçнă. Арăмĕ ачисемпе хулара юлнă, яла пыркаласа çÿренĕ. Хула майрине çаврăннăскер кунта тĕпленме килĕшмен. Коля майĕпен хуçалăха çĕнетме тытăннă, газ кĕртнĕ, тăрă, урай улăштарнă, сарай, мунча тунă…
«Арăм килкелетчĕ. Кану кунĕнче кăнтăрла валли çитетчĕ, мунча хутса хатĕрлеме калатчĕ. Çăвăннă хыççăнах: «Ман каймалла», — тесе пуçтарăнма тытăнатчĕ. Яла вăл хăнана килнĕ пек çÿретчĕ, пулăшнине туйсах кайман. Çум çумларĕç, вали-шали ĕçленĕрен пĕр эрнеренех йăрансем çумламан пекех курăнчĕç. Эпĕ вĕсене шашлăк ăшаласа çитертĕм! Анне: «Кирек епле ĕçе те юратса пурнăçламалла, унсăрăн ан та тытăн, тулкки пулмасть, сăтăр курасси кăна», — тет. 87-е кайнă аннем Куснарта пурăнать, атте 84-ра вилчĕ», — чун ыратăвне çиеле кăларчĕ Николай Максимов.
Укçа паман
Вăл Кÿкеçри шалти ĕçсен пайĕнче милицире 23 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. 4 хутчен çуршар çуллăха Чечняна хĕрÿ вырăна командировкăна кайнă. «Укçа аван тÿлетчĕç, 110 пин тенкĕ таран. Хампа 10 пин тенкĕ илеттĕм, ыттине арăма парса хăвараттăм», — каласа пачĕ Николай. Уйрăлмашкăн вăл хăй пĕрремĕш утăм тунă. Чăтăмлăх миххине каçарса яракан юлашки тумлам — çурт тăррине витме пуçтарăнсан арăмĕ укçа паманни. Шăвăç листа саккас панă арçынна укçа васкавлă кирлĕ пулнă: 58 пин тенкĕ. Нухрат — арăм аллинче. Тиев машини тытса Коля Шупашкара çитнĕ. Чарăнăва тухса Оля 30 пин тенкĕ тыттарнă. «Ку çитмест!» — тенĕ арçын. «Урăх çук!» — арăмĕ çаврăннă та утнă, маршруткăпа ларса кайнă. Николайăн тăванĕ патне шăнкăравласа укçа кивçен ыйтма тивнĕ. Арăмĕ çапла хăтланни унăн чунне ыраттарнă. Тăрă витсе пĕтернĕ хыççăн Оля яла килме пăрахнă. «Капла пĕрле пурăнаймăпăр, уйрăлатăп», — пĕлтернĕ хăйĕн япалисене пуçтарма килнĕ Николай. Арăмĕ хирĕçленĕ. «Эпĕ ял валли укçа тăкаклани ăна килĕшмен. Макăрсах уйрăлтăмăр. «Тепре качча тухăн», — терĕм. Халĕ те кайман-ха», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.
Уйрăлнă хыççăн Оля Николая самаях тарăхтарнă — икĕ çул ывăлне кăтартман. Ун чухне арçын ача 9-та пулнă. Халĕ вăл техникумра вĕренет, 18 çул тултарнă. Ку хваттерне те Николай çемйине парса хăварнă. Виçĕ ача ашшĕ 1994 çултанпа алимент тÿлет, кăçал кăна ачисен умĕнчи парăма татнă.
Кольăн çемçе кăмăлĕпе такам та усă курать. Малалла вулас...
Комментари хушас