Турцирен - çĕнĕ клип
Вунă кунра клип ÿкерме те, тинĕсре «пÿремечпе» ярăнма та, хĕвелпе хĕртĕнме те вăхăт тупнă... Чăваш эстрадин çамрăк юрăçи Андрей Заволжский çапларах «çунтарать». Нумаях пулмасть кăна-ха унăн пултарулăхне кăмăллакансем «Телей» юрăпа Куба утравĕнче ÿкернĕ илемлĕ клиппа киленнĕччĕ. Каччă пире тунсăхлама памасть, унăн каллех çĕнĕ клип хатĕр! Ăна ăçта ÿкернине пĕлетĕр-и? Турцире!
Андрей кăнтăр çĕршывĕсенче ирттернĕ отпускра та ĕçсĕр ларманнине ырламалла кăна. «Çунтар» клипăн премьери çĕртмен 1-мĕшĕнче пулнă. Андрея Турцири илемлĕ вырăнсем, уйрăмах Тахталы тăвĕ юрăра сăнлама хавхалантарнă. Çапла майпа вăл хĕртсе пăхакан хĕвеллĕ Турцин çанталăкне Чăваш Ене «илсе килнĕ» темелле. Сăмах май, «Çунтар» клипа талăкра 15 пин çын курма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Юрăç куншăн хĕпĕртенине «Контактри» хăйĕн страницинче пĕлтернĕ. «Сăртлă-туллă вырăнта ирттернĕ отпуск — манăçми кану, унта çеç чăн илемпе тата ирĕклĕхпе киленме май пур. Çынсем йышлăн пухăнсан та туристсем пĕр-пĕрне чăрмантармасăр лайăх канма пултараççĕ», — çырнă яш.
«Çунтар» клипа пăхакансенчен чылайăшĕ Андрея ырă сăмахпа хавхалантарнă. Çапах йĕплĕ чĕлхеллисем те çывăрмаççĕ. «Унччен Коля Басков килĕшетчĕ, халь манăн çĕнĕ кумир!» — шÿтленĕ пĕри. Андрей вара кун йышши «критиксене» асăрхамасть те тейĕн, тĕллевсем нумаййине, вĕсене çывăх вăхăтрах пурнăçлассине пĕлтерет.