Комментари хушас

7 Çĕртме, 2018

Вăрçăран ывăл тупса килнĕ

Çĕрпÿ районĕнчи Тĕнсĕр ялĕнчи 99-ти Евгения Константинова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 1942-1945 çулсенче çапăçнă. Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕскер мĕн тÿснине пире те каласа кăтартрĕ.

«Эпĕ — комсомол секретарĕччĕ, Старакра пионервожатăйра ĕçлеттĕм. Колхоз председателĕ пĕр кунхине пычĕ те ял тăрăхĕнчи хĕрсене çар комиссариатне чĕнни пирки каларĕ. Аттепе анне ватăччĕ, 70 урлă каçнăччĕ. Саккун тăрăх мана вăрçа илсе каймалла та пулман. Хирĕçлеме намăс, чи малтан хамăн ята çыртартăм. Тантăш хĕрсен ятне калама аванмарлантăм, кайран вĕсен ашшĕ-амăшĕ мана «çисе» ярасран хăрарăм. «Вилсен — вилĕп, чĕрĕ юлсан — таврăнăп», — терĕм. 1942 çулхи пуш уйăхĕнче манăн та çамрăклăхăм татăлчĕ. Ун чухне эпĕ 22 çултаччĕ. Хамăр тăрăхран виççĕн тухса кайрăмăр. Анне хапха умĕнче куççульне шăлса юлчĕ. Аслă пичче те вăрçăраччĕ. Малтан Шупашкарта телефонисткăна вĕрентĕм. Кайран пăрахутпа Чулхулана ăсатрĕç, ун хыççăн — Мускава», — ĕнер кăна пулса иртнĕ пек тĕплĕн каласа пачĕ Евгения Константинова. Тепĕр икĕ кунран Улатăр хĕрĕпе иккĕшне III Белорусси фронтне янă. Связистка пулнă май авиаци полкĕсене информаципе тивĕçтернĕ. Хĕвел тухăç Пруссие çитнĕ. «Смоленск тăрăхĕнче пĕр çурт та юлманччĕ, кирпĕч ишĕлчĕкĕсем çеç. Çын, лаша вилли, юн шăршиччĕ… Ура пусма çук вĕт! Вилĕм юнашарах туйăнатчĕ. Сутăнчăксем те пурччĕ. Вăрмантан полк илсе тухрĕç. «Хенде хох» кăшкăратпăр хирĕç. Ак тамаша, нимĕçсем мар, хамăрăннисем-мĕн. Сутăннă. Пуçĕсене çĕклеймесĕр утаççĕ. Çапларах вăл вăрçă. Темĕн те чăтрăмăр», — ассăн сывлать Евкен аппа.
Евгения Константиновна Берлина çитнĕ. Анчах та Çĕнтерÿ кунне унта кĕтсе илеймен. Врач хистени-пе таврăнма тивнĕ.
Çав çылăхлă каçа халĕ те тарăхса аса илет вăл. Рота командирĕ, Çĕмĕрле тăрăхĕнче çуралса ÿснĕскер, дежурствăна кайма шăпах ăна суйланă. Çĕрле хайхи командир çулăхнă та куççульпе ÿкĕтлесен те ытамĕнчен вĕçертмен, масар çывăхĕнчех мăшкăлланă. Евкенĕн çие юлнă. Тухтăр ăна хырăмĕ палăриччен киле янă. «Манăн анне патĕнче пурăн. Эпĕ кайран пырăп», — терĕ хайхи командир. «Ан кил, ан çыр, курас килмест. Ман хамăн та атте-анне пур, санăннипе мĕн тăвас?» — терĕм. Питĕ хытă кÿреннĕччĕ. Нимрен те мар, ят кайнинчен хăранă-çке. Ялта калаçмасăрах пулман-ха, анчах эпĕ илтмен. Юратса курмасăрах анне пулса тăтăм. Çапла вăрçăран ывăл тупса таврăнтăм. Тем те пулать ку пурнăçра. Эп вăл арçынна тек курман, ун пирки нимĕн те илтмен. Таврăннă-и, çук-и — мана кăсăклантарман. Килсен те каçармастăмччĕ», — терĕ Евгения Константиновна.
Ашшĕпе амăшĕ хĕрĕ вăрçăран сывă таврăннишĕн çав тери хĕпĕртенĕ. Кăштахранах çемьере инкек сиксе тухнă: аслă хĕрĕ пурнăçран уйрăлнă. Яла таврăнсан Евгения пĕр кун та ахаль ларман, колхоза ĕçлеме васканă. Кайран ăна хулана телеграфа чĕннĕ, унтан почтальонкăра, ытти çĕрте тăрăшнă. Суккăр амăшне пăхнă, ашшĕ 1961 çулта пурнăçран уй-рăлнă. «Çемье çавăрас темерĕм. Атте-анне пулнă, ывăл çитĕннĕ, мĕн тума кирлĕ мана арçын? Патак çиме-и? Çурт лартрăмăр. Качча каяс шухăш пуçра та пулман», — палăртать ветеран.
Ывăлне лайăх ÿстерессишĕнех Евкен аппа çемье çавăрас темен. Шел, Николайăн ĕмĕрĕ кĕске пулнă. 30 çултан каçнă арçын Вăрмар тăрăхĕнче аварие лекнĕ. Урине хытах амантнăскере операци тунă: чĕркуççи таран каснă. Юн нумай çухатнă вăл, больницăрах сывлама пăрахнă. Амăшĕ пĕртен-пĕр ывăлĕшĕн кулянса пурăнать. Унăн сăн ÿкерчĕкне сунтăхран кăларса кăтартрĕ. «Эпĕ ăна больницăран илсе килесшĕнччĕ, çав кун машина тупаймарăм. Урине кастарма ирĕк памастăм. Хирурга кураймарăм — ывăл вилнĕ хыççăнах вăл ĕçрен пăрахса кайнă. Хăй айăпне туйнă. Юрать, Коля хăй хыççăн виçĕ хĕр хăварчĕ. Халĕ мăнуксем пăхаççĕ мана, килсех çÿреççĕ», — лăплантарчĕ хăйне ватă.  Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.