Михаил ИГНАТЬЕВ: Тĕп вырăнта — хам умра тата Чăваш Ен халăхĕ умĕнче тÿрĕ кăмăллă пулни
Паллă журналистпа, режиссерпа тата телеертÿçĕпе Сергей Ломакинпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумай хут курнăçнă ĕнтĕ. Анчах ку хутĕнче тĕлпулу «Приложение силы» программăн эксперчĕсемпе пĕрле студири хăнăхнă лару-тăрура мар, уйрăммăн иртнĕ — вĕсем Правительство çурчĕн Каминлă залĕнче тет-а-тет курнăçнă.