Чĕрине ачасене халаллать
Вăл хăйне ас тума тытăннăранпах ташлать. Пилĕк çулта чухне илĕртÿллĕ хусканусем тума ăста Таньăна амăшĕ Шупашкарти Ухсай ячĕллĕ Культура керменне çавăтса кайнă. Çĕнĕ кăнтăр районĕнчен тĕп хула варринчи учреждение эрнере темиçе хут кружока çÿресси çăмăлах пулман. Çапах та тĕпренчĕкĕ занятирен йăлтăртатакан куçпа тухнине кура Людмила Алексеевна кансĕррине пăхман. Çулталăкран Лашковсем хăйсем пурăнакан хутлăхри «Росток» пултарулăх центрне çитнĕ.
— Малашне çакăнта çÿреме пуçлăн, — тенĕ хĕрне амăшĕ.
Çавăнтанпа Татьяна Викторовнăн пурнăçĕ çак çуртра иртет тесен те йăнăш мар. 13 çул ташлама çÿренĕскер 19 çула çитсен кунта ĕçе вырнаçнă, хăйĕн ташă ушкăнне йĕркеленĕ. Хушма пĕлÿ паракан центрта 20 çул ытла тăрăшаканскер паян — чи ăста педагогсенчен пĕри. 7 ушкăнри 210 ачана ташлама хăнăхтарать вăл.
Вĕрентекен кунĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти учительсен кăна мар, вĕрентÿ тытăмĕнчи мĕн пур ĕçченсен кунĕ пулнине асра тытса Татьяна Сорокинăна /унăн мăшăрланнă хыççăнхи хушамачĕ/ уяв умĕн калаçăва йыхравларăмăр. Çитменнине, ăна саламлама уйрăм сăлтав та пурччĕ.
— Татьяна Викторовна, Эсир — республикăри хушма вĕрентÿ хутлăхĕнче тăрăшакансен йышĕнче иртекен «Чĕрене ачасене халаллатăп» конкурсăн кăçалхи çĕнтерÿçисенчен пĕри. Çак çитĕнĕве хăвăр мĕнлерех хаклатăр?
— Чăваш Енри Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви, ведомство çумĕнчи «Эткер» центр йĕркелекен тупăшу тĕллевĕ — шăпах хушма вĕрентÿ пĕлтерĕшне хакласси. Профессипе çыхăннă кирек мĕнле ăмăрту та пĕлĕве ÿстерме, ăсталăх тĕлĕшпе çÿлерех картлашка çине хăпарма пулăшать. «Чĕрене ачасене халаллатăп» конкурсра çĕнтерÿçĕсене темиçе номинацире палăртаççĕ. Эпĕ илемлĕ пултарулăх енĕпе ĕçлекен педагогсен йышĕнче мала тухрăм. Ахăртнех, тĕрлĕ шайри фестивальсенче — çав шутра ют çĕршывра иртнисенче те — пирĕн ташă ушкăнĕ лауреат ятне илни витĕм кÿчĕ-тĕр. Çĕнтерни хавхалантарать, çав вăхăтрах ят-сум çÿллĕрех шая хăпарни яваплăха та ÿстерме хистет.
— Хореограф пулас ĕмĕтпе хăçан хĕмленме тытăнтăр? Мĕн вăл сирĕншĕн ташă паянхи ăнлавра?
— «Ташă» ăнлава уçса çакна калама пултаратăп: кĕвĕ-çемĕпе килĕшÿллĕн пулакан хусканусен сыпăнăвĕ кăна мар вăл маншăн. Шухăш-ĕмĕте, чун тăрăмне палăртасси тĕпре. Ташлама ача чухнех тытăннă. Тĕрĕссипе, шкулти уроксенчен те ытларах кружок сехечĕсене кĕтеттĕм. Юратнă «Фаворит» ушкăнпа иртекен занятие ниме пăхмасăр чупсах каяттăм. Аслă пĕлÿ илме малтанах тĕв тунă-ха, анчах эпĕ шкулпа сыв пуллашнă çулсенче хореографи енĕпе республикăри аслă шкулсенче пĕлÿ памастчĕç. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне психолог-педагог специальноçĕпе вĕренме кĕтĕм. Вĕрентекен çемйинче çитĕннĕрен ку маншăн — çывăх професси. Анне Людмила Лашкова — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ. 40 çул ытла кĕçĕн классен вĕрентекенĕнче тăрăшнă вăл. Ас тăватăп, ачине унăн класне ярассишĕн ашшĕ-амăшĕ пепки шкула кайиччен чылай малтан черете çырăнатчĕ.
Хореографра ĕçлеме специальноç алла илмесĕрех тытăннă эпĕ. Чăн та, ÿнер ку енĕпе ăсталăхăм пуррине пултарулăх çуртĕнче ĕçлекенсем пĕлетчĕç ĕнтĕ. Ташă лартаканăн квалификацине ĕçе пи-кенсен чылай кайран кăна Мускавра ятарлă пĕлÿ илсе çирĕплетрĕм. Юлашки вăхăтра ушкăнпа çуллен тĕрлĕ хулана, региона, ют çĕршывсене тухса çÿретпĕр. Çавăн пек çÿревре пире, ертÿçĕсене, ăсталăх класĕ кăтартма ыйтаççех. Ман шухăшпа, чи пĕлтерĕшлĕ шкул — шăпах çавнашкал тĕл пулусем. Хамăрăн хуранра кăна вĕресе эпир аталанайман пулăттăмăр. Тĕнче тăрăх çул çÿренĕ май вара тавра курăм та аталанать, пултарулăх лаççи анлăлансах пырать.
— Сире хăвăра хăвăр вĕрентнĕ балетмейстер теме пулать эппин...
— Ахăртнех. Пĕр вырăнта тăпăртатса тăракан вĕрентекен — вĕрентекен мар. Манăн тĕллев — ялан çĕнĕлĕх шырасси, хальччен курманнипе хăтланса пăхасси. Ташă ÿнерĕ пултарулăх тĕрлĕ енĕпе тачă çыхăнни пушшех аван: шухăшлав анлăшĕ пысăк.
— Хальхи вăхăтра ташă енĕсем те йышлă — спорт, эстрада, гимнастика... Эсир 5 çулта чухне те нумай пулнă-и вĕсем?
— Пачах апла мар. Ÿнер ку тĕсĕ аталанни вăйлă сисĕнет. Ташă лапамĕсем çав тери нумай, хореографсен хушшинче те конкуренци пысăк. Ку питĕ аван! Апла пулсан — суйламалăх пур. Ачине çÿретес тĕллевпе пирĕн пата килекен ашшĕ- амăшĕнчен «Элегия» çинчен илтнĕ-и, ташшисене курнă-и тесе яланах ыйтатăп. Хальхи вăхăтра интернет уçлăхне кашни килтех тенĕ пек кĕрееççĕ — кирлĕ информаци тупма питĕ ансат. Çавăнпа та хăш-пĕри «илтмен» тесе хуравлани мана анратсах ярать. Ман шухăшпа, ачана çавăтса пыриччен унăн пулас «ĕç вырăнĕ» çинчен тĕпчесе пĕлмеллех. Тен, шăпăрланшăн пачах урăх стиль чунне çывăх? «Урамра йытă хăваласа çÿриччен» текен тĕллевпе килни çителĕксĕр. Чун туртăмне, ачан пултарулăхне тĕрĕс палăртма пĕлмелле. Пĕр вĕçĕм унта-кунта сиккелесе çÿресен вара çитĕнÿ тума йывăр.
— Ачасен ушкăнĕ пулнăран тĕрлĕ çĕре тухса çÿресси яваплăх тиевĕпе çыхăннă. Эсир вара çул çитменнисемпе чикĕ урлă та каçатăр, епле хăрамастăр?
— Паллах, ун пек çÿревсенче ашшĕ-амăшĕнчен хăшĕ-пĕри çула тухатех. 20 ачана пĕччен йĕрлесе-сăнаса ĕлкĕрме йывăртарах. Малалла вулас...
Ирина ИВАНОВА.