Комментари хушас

9 Юпа, 2018

Хула сăнне ан пăсчăр

ЧР Юстиципе пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви «Халăх инвентаризацийĕ» акципе килĕшÿллĕн Шупашкарти хуçасăр объектсем тăрăх рейд ирттерчĕ. Унта Наталья Тимофеева министрпа пĕрле тĕп хула пурлăх комитечĕн, ШĔМ, общественноç, МИХ представителĕсем хутшăнчĕç. «Халăх инвентаризацийĕ» акци ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унта хула халăхĕн хастарлăхĕ палăрать.

— Акци пушă выртакан çĕрсене инвентаризаци тунă чухне лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕ, — терĕ Юстици министерстви çумĕнчи Общество канашĕн председателĕ Николай Васильев. — Усă курман 2 пин ытла çĕр лаптăкĕ е 832 гектар тупса палăртрăмăр. Вĕсене ĕçе кĕртни вырăнти бюджетсене 183,2 млн тенкĕлĕх пуянлатрĕ. Республикăра хуçасăр объектсем тăрăх ирттернĕ акцире строительство вуçех чарăнса ларнă, усă курма пачах пăрахнă тата авариллĕ 1100 çурта шута илтĕмĕр. Вĕсенчен 86 процентне хуçалăх тата налук çаврăнăшне кĕртрĕмĕр. Вырăнти бюджетсене 121 млн тенкĕ хушма тупăш кĕчĕ. Çак ĕçе Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем, Куславкка, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсем пысăк тÿпе хывнине палăртас килет.

Рейда хутшăннисем К.Иванов урамĕнчи 59-мĕш çурт патĕнче чарăнчĕç. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчех тунă ăна, аваллăхăн культура эткерĕ шутланать. Çак уйăхра аукционра сутма палăртнă. Чăн хуçи тупăнсан юсаса çĕнетессе шанаççĕ.

Чулхула урамĕнчи 3-мĕш çурт япăхсах кайнă. Ăна 2006 çулта тума тытăннă. Объект тĕп хулана нĕрсĕрлетет, илемне туртса илет. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.