Archive - 19 Юпа, 2018

19 Юпа, 2018

Ангелина Ивановна Павловская, çыравçă, педагог: «Эпир - Сироткинпа Горский профессорсен ачисем…»

Ангелина Павловская çыравçăпа тĕл пулса чуна уçма мана редакцие вулаканран килнĕ çыру хистерĕ. Ангелина Ивановна патне хаваспах шăнкăравласа ятăм. Хăй патне хăнана чĕнчĕ. Шупашкарăн çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче вырнаçнă хваттерне çăмăллăнах шыраса тупрăм.

19 Юпа, 2018

Хăмпă артист

Ялтан килнĕ Çăпата
Тухнă артиста:
Юптарать те култарать –
Халăха савăнтарать.
Çăпата çеç-и –
Пурте «çунтараççĕ»:
Улăм пĕрчи кĕвĕ калать,
Йĕм пĕççи юрă юрлать,
Пушмак кантри такмаклать,
Атă кĕлли ташша çапать...
Пурте артистсем –
Пултаруллăскерсем.
Хăмпă çеç айккинче тăрать,
Вĕсене кура тăра
«Çĕпри» йÿçрĕ Хăмпăра:
«Эп вара мĕнрен начар?
Юрламашкăн пур çăвар,
Ташламашкăн та хастар,
Аллăм-урам катăк мар».
Тухас терĕ пĕр кунне
Хăмпă кулăш ăстине:

19 Юпа, 2018

Кикки-микки çитмерĕ

Писательсен союзĕн çуртĕнчен тухсан Илпек Микулайĕпе тĕп урампа тăвалла утатпăр. «Волга» ресторан тĕлне çитрĕмĕр. Манăн кĕсьере кăштах çемçен кăштăртатаканни пурччĕ.
— Атя кĕрсе тухар, — терĕм Илпеке. Килĕшрĕ. Ăш пиллĕ пысăк залра çынсем йышлă. Ырă духи шăрши. Тутлă çимĕç шăрши...
— О-о-о! — хавхаланса аллине çĕклерĕç Юрий Скворцовпа Петĕр Львов пире асăрхасан. — Кунта килĕр...
Майлашăнса лартăмăр. Юнашарта çутă чÿрече, капăр карă, чĕрĕ чечексем... Эпĕ менюра пахарах çимĕçсем суйларăм: аш-какай салачĕ, бефстроганов, югослави коньякĕ...

19 Юпа, 2018

Чăваш мунчи

Этем пурнăçĕнче пĕчĕк уявсем те йышлă. Вĕсенчен пĕри – пĕтĕм кил-йышпа мунча хутса кĕни. Вĕри мунча йăли-мешехи чăвашсен ĕлĕкех пулнă. Пăлхарпа Сăвар хулисенче вĕри шывпа вĕри тĕтĕм чупмалла тунă мунча никĕсĕсем паян кунчченех упранса юлнă.

19 Юпа, 2018

Коллектив аталану çулĕпе малаллах талпăнать

Етĕрне райповĕн канашĕн председателĕ Александр Андреевич Краснов 60 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе ăна Чăвашпотребсоюз правленийĕ, райпосен ертÿçисем, хăйĕн коллективĕ, тăванĕ-юлташĕ ăшшăн саламланă.

19 Юпа, 2018

Чăвашлăх сукмакĕпе

Чăваш «юрламасăр чун чăтмасть» тесе каланине тăтăшах илтетпĕр. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Пĕрре тĕвĕленнĕ шухăша ниепле те илсе пăрахаймарăм. Сисеймерĕм те, пит кĕскен çырса хунă салам шухăшĕн пĕр пĕчĕк çĕклемĕ пулчĕ-тăчĕ.

19 Юпа, 2018

Çĕршыв рекордне çĕнетнĕ

Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Чутай ялĕнче пурăнакан Николай Судаков çамрăк чухне çăмăл атлетикăпа туслă пулнă. Çавăнпах хăйĕн пурнăçне ачасене физкультурăпа спорта юратма вĕрентес ĕçпе çыхăнтарнă.