Чăваш мунчи
Этем пурнăçĕнче пĕчĕк уявсем те йышлă. Вĕсенчен пĕри – пĕтĕм кил-йышпа мунча хутса кĕни. Вĕри мунча йăли-мешехи чăвашсен ĕлĕкех пулнă. Пăлхарпа Сăвар хулисенче вĕри шывпа вĕри тĕтĕм чупмалла тунă мунча никĕсĕсем паян кунчченех упранса юлнă.
Вĕри мунча – килти сыватмăш, ÿт-пÿрен чир-чĕре хÿптĕрлесе кăлармалли хăватлă эмел. Кирĕк-çĕрĕк, çăпан- юхан, кĕсен-хĕсен, ÿслĕк-пÿслĕк, какрăш-макрăш тата тем тĕрлĕ пăсташ, суракан, туртакан, хĕсекен чир-чĕр йывăç-курăкпа, тăварпа-шывпа имлесен юсанаççĕ. Чăваш çĕрĕнчи кирек хăш курăк, йывăç, çулçă, çимĕç, улăм усăллă. Усă курма пĕлмелле кăна. Чăваш мунчи — чăвашсем çăвăнакан вырăн, çурт. Йăмра мунчи пит тутлă, ăвăс мунчи пит паха, виçĕ çăка мунчи тата та авантарах та, пит сахал.
Комментари хушас