«Анне пур чухне кил-çурт илемлĕ. Эпир, ачисем, ун патне хăнана кайсах тăратпăр. Май пур таран пулăшма тăрăшатпăр», — тет Патăрьелĕнче пурăнакан Татьяна Солдатова.
Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпари Борис Головин фермерăн тыр-пул складĕнче ĕç вĕрет. Ĕçченсем тырă сортлаççĕ. Ăна михĕсене тултарса машина çине тиеççĕ, тепĕр склада илсе кайса пушатаççĕ. Борис Петровича шăпах çакăнта тĕл пултăм эпĕ.