Паха ĕçĕн хакĕ пысăк

Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпари Борис Головин фермерăн тыр-пул складĕнче ĕç вĕрет. Ĕçченсем тырă сортлаççĕ. Ăна михĕсене тултарса машина çине тиеççĕ, тепĕр склада илсе кайса пушатаççĕ. Борис Петровича шăпах çакăнта тĕл пултăм эпĕ. Мăшăрĕ Надежда Михайловна та кунтах.

Тыр-пул та, выльăх-чĕрлĕх те

Çунана — çулла, урапана хĕлле хатĕрлеме хушнă ваттисем. Çакна мала хурать фермер. Кĕрхи ĕçсене тахçанах вĕçленĕ. Çанталăк уяр чухне çураки валли вăрлăх хатĕрлеççĕ вĕсем.
Фермер хуçалăхне Головинсем 2007 çулта йĕркеленĕ. «Колхоз председателĕнче чылай çул тăрăшнă Алексей Головин сĕнĕвне шута илсе фермер хуçалăхĕ пуçарма шут тытрăмăр, — калаçăва хутшăнчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. — Ун чухне колхоз саланнăччĕ, çĕрсем усăсăр выртатчĕç. Алексей Иванович мăшăра çĕр илсе ĕçлеме канаш пачĕ. «Яла пĕтермелле мар», — терĕ вăл. Ун чухне ачасем те вырăнти шкултан вĕренсе тухма хатĕрленеççĕ. Çавна май укçа-тенкĕ те чылай кирлĕ. Хамăрăн техника та çителĕксĕр. Эпĕ хирĕçлерĕм. Борис вара йывăрлăха парăнмасăр ĕçе пикенчĕ».
Борис Петрович каланă тăрăх, вĕсен харпăрлăхĕнче малтан 12 гектар çĕр пулнă. Каярахпа çынсен пай çĕрĕсене арендăна илме тытăннă. Лаптăка кашни çул 100-шер гектар ÿстерсе пынă. Паян вĕсем 800 гектар çинче тĕрлĕ культура — тулă, урпа, сĕлĕ, горчица, викăпа сĕлĕ, люцерна — акса çитĕнтереççĕ. Кил хуçинчен кăçалхи тухăç пирки ыйтрăм. «Çуркунне юр кайнăранпа та пирĕн тăрăхра çумăр çумарĕ. Йĕри- тавра çăватчĕ, Аслă Таяпапа Кĕçĕн Таяпа ялĕсене пăрахса хăваратчĕ. Çавăнпа кăçалхи тухăç пирки калаçас та килмест. Тĕш тырă гектартан вăтамран 20-22 центнер тухрĕ. Агротехникăна пăхăнса ĕçленине кура ун чухлĕ пулчĕ хăть. Манăн юлташсем — агрономсем. Вĕсем республикипех палăраççĕ. Эпĕ Курнавăшра пурăнакан Юрий Цветковпа, Таяпа Энтринчи Анатолий Петровпа тачă çыхăну тытатăп. Юрий Николаевич вăрлăх туса илессипе те ĕçлет. Эпĕ «Ульяновский — 100» тулă сортне çитĕнтеретĕп. Клейковина лайăх пулать. Ман шутпа, ку сорт шăпах пирĕн тăрăх валли. Юлташăм «Ульяновский — 109» сорт пуррине пĕлтерчĕ. Вăрлăх улăштарма ăна 10 тонна илсе хурасшăн», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Борис Головин.
«Тыр-пул çитĕнтернипе çеç тупăш илме пулать-ши?» — кăсăклантăм эпĕ. «Тулă виççĕмĕш класа ларса пырсан аван. Паянхи кун вăл 10 тенкĕ те 50 пус. Эпир вăрлăха çулсеренех улăштарса тăратпăр. Анчах тырă хакĕ кашни çул пĕр пек мар çав. Иртнĕ çул тыр-пул тухăçпа савăнтарчĕ — хак пулмарĕ. Манăн складсем туллиехчĕ. Юрать, çулла хак кăштах хăпарчĕ. Çав вăхăтра топливо вара 50% ÿсрĕ. Хресченĕн те пурăнмалла вĕт. Унăн терт-нушине ăнланакан çынсем пулсан аван та…» — пулчĕ хурав.
Головинсем хăй вăхăтĕнче севок сухан, кишĕр те çитĕнтернĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ палăртнă тăрăх, вĕсене вырнаçтарма кансĕртерех. Çуркуннеччен упрама хранилищĕсем кирлĕ. Унсăрăн юрăхсăра тухаççĕ. Çĕр улми çитĕнтерме те кăткăс: пухса кĕртме техника та, алă вăйĕ те çителĕклĕ пулмалла. Унсăр пуçне управ та кирлĕ.
«Тыр-пул çитĕнтернипе çеç тупăшлă пулаймăн, — хирĕçлерĕ Надежда Михайловна. — Килте выльăх-чĕрлĕх те чылай тытатпăр. Пăрусене хĕл каçаратпăр. Сăвăнакан ĕне шутне пĕр вăхăтра 9 пуçа çитернĕччĕ. Халĕ йыша кăштах чакартăмăр, 6 пуç хăвартăмăр. Ял çыннине сĕт хакĕ йÿнелсе пыни пăшăрхантарать. Пирĕн тăрăхра 1 литр чĕр тавара паян 14 тенкĕпе пуçтараççĕ. Пĕлтĕр ку вăхăтра 17 тенкĕ пулнă. Астăватăп: икĕ çул каярах вара тата та хаклăрахчĕ. Ун чухне эпир те чылай ĕне выльăх тытаттăмăр».

«Çĕр ĕçне питĕ юрататăп»

Çĕр ĕçне чун-чĕререн юратнине палăртать фермер. Аслă Головинсем ачисене мĕн пĕчĕкрен çăкăр хакне пĕлсе çитĕнтернĕ. Ашшĕ Петр Ермилович «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята, «Хисеп Палли» ордена тивĕçнĕ. Тав хучĕсем пирки вара калама та кирлĕ мар, вĕсен шучĕ питĕ нумай. Шел, ывăлĕ фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ вăхăтра пурнăçран уйрăлнă вăл. Çапах та ачисем хăйсем пек маттур, хастар çитĕннине курма ĕлкĕрнĕ Петр Ермилович. Ара, Борис 4-мĕш класранпах ашшĕне пулăшма уй-хире чупнă. «Вырма вăхăтĕнче атте комбайнпа ĕçлетчĕ. Манăн та чун чăтмастчĕ. Малтан ăна пулăшма çÿрерĕм, кайран пиччесен çумне «çыпăçрăм». Малалла вара хам штурвал умне лартăм. Вырăнти шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Çĕрпÿри совхоз техникума вĕренме кайрăм. Вăл вăхăтра комбайнпа ĕçлеме пуçланăччĕ эпĕ. Техникумра техник-электромеханик профессине алла илтĕм. Унтан çĕршыв умĕнче хамăн тивĕçе пурнăçларăм», — малалла сÿтĕлчĕ сăмах çăмхи.
Надеждăпа Борис Головинсем 26 çул пĕрле пурăнаççĕ. Пĕр хĕрпе икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ вĕсем. Ачисем те хăйсем пекех тăрăшуллă, хастар. Настя тухтăр профессине алла илнĕ, Вадим кăçал салтакран таврăннă, Ваня Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренет. Пурте вĕсем — Шупашкарта. Апла пулсан та ашшĕ-амăшне пулăшма час-часах яла килсе çÿреççĕ. Çураки, вырма вăхăтĕнче уй-хирте çанă тавăрса ĕçлеççĕ. Борис Петрович каланă тăрăх, ывăлĕсем хăть мĕнле техникăна та парăнтараççĕ. Хĕрÿ вăхăтра Настя ĕçченсене тутлă апатпа сăйлать. Вĕсене ытларах тăван-пĕтенĕ пулăшать. «Тăванран пуян эпир, çур ял — Головинсем. Ĕçре пулăшса пынăшăн пурне те тав тăватпăр. Çавăн пекех Петр Маркова, Александрпа Анатолий Тремзинсене те», — терĕ кун пирки фермер. Малалла вулас...

www.hypar.ru
Валентина ПЕТРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.