Комментари хушас

19 Юпа, 2018

Çĕршыв рекордне çĕнетнĕ

Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Чутай ялĕнче пурăнакан Николай Судаков çамрăк чухне çăмăл атлетикăпа туслă пулнă. Çавăнпах хăйĕн пурнăçне ачасене физкультурăпа спорта юратма вĕрентес ĕçпе çыхăнтарнă. Канашри педагогика училищинче пĕлÿ илнĕ чухне вăл тимĕр вăййипе кăсăкланма тытăннă.
— Вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсен хушшинче иртекен ăмăртусенче 3000 тата 5000 метрлă дистанцисенче тата нумай енлĕ кĕрешÿ ăмăртăвĕсенче пĕрре мар мала тухрăм. «Ялав» журнал парнине те çĕнсе илнĕччĕ. Çав тапхăрта Канашра кире пуканĕ йăтассипе иртнĕ ăмăртăва хутшăнма тÿр килчĕ. Ун чухне 60 килограмлă виçере пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Çав турнирта республикăри сумлă тренерпа Владимир Понихидкинпа паллашрăм. Ăмăрту хыççăн штанга, кире пуканĕ йăтма тытăнтăм, — калаçу пуçарчĕ Николай Судаков. Тимĕр вăййипе туслă çыннăн ÿт-пĕвĕ тĕреклĕ те хитре, штанга е кире пуканĕ  йăтни сывлăхшăн усăллă пулнине палăртрĕ вăл. Сăмах май, арçын кросс чупассипе ветерансен хушшинче иртнĕ Чăваш Ен чемпионатĕнче темиçе хут палăрнă.
Николай Павлович 1995 çулта Шупашкарта иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче те вăй виçнĕ, унта 4-мĕш вырăн йышăннă. «Хыпар» хаçат парнисемшĕн ирттерекен ăмăртусене 80-мĕш çулсенчех хутшăнма тытăннă. Республикăра иртекен турнирсенче ун виçинче ăна çитекен пулман. Чăваш Ен чемпионĕн ятне темиçе хут тивĕçнĕ вăл.
2000 çулсенче Николай Судаков пауэрлифтингпа кăсăкланма пуçланă. 2011-2017 çулсенче вăл республика чемпионачĕсенче çĕнтернĕ, 50-ра спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. <...>
Сăмах май, унăн вĕренекенĕсем те тĕрлĕ турнирта палăрнă. Калăпăр, Игорь Долговпа Диана Мавлюдова «Хыпар» турнирĕсенчен медальсемпе таврăннă. 

<...> Чăннипе, юлашки вăхăтра ăмăртăва кайма йывăрланса çитнĕччĕ, ачасене кĕсьери укçа-тенкĕпе илсе çÿреттĕм. Тренерсен шалăвĕ ахаль те пысăках мар, — хумханса калаçрĕ Николай Судаков.
Шел те, 2017 çулта тренировкăра аманнă хыççăн вăл ăмăртусене хутшăнма пăрахнă. «Кăтартусем те япăхланчĕç. Çĕршыв чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн кăна йышăнтăм. Спорта пăрахас килмест. Тепĕр хут хатĕрленме тытăнас шухăш пур», — терĕ пăхаттир.
Николай Судаковăн тренировка ирттерме те майсем çукрах. Вăл Чăваш Енри ытти арçын пекех Мускава ĕçлеме çÿрет. Эпир вăл кăçал чÿк уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен Пĕтĕм Раççейри турнирăн помосчĕ çине тепĕр хут тухасса шанатпăр. Тулли верси...

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.