Çурта хута яман та…

Çемье çавăрсанах çурт лартма тытăннăччĕ. Анчах пуçланă ĕçе вĕçне çитереймерĕмĕр, мăшăрпа уйрăлтăмăр. Эпĕ ачасемпе ялтан тухса кайрăм, халĕ Шупашкарта пурăнатпăр. Туса пĕтереймен çав çурта сутма пулать-ши?

А.КИРИЛЛОВА, Тăвай районĕ.

Эльби НИКОЛАЕВА, Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн пурăнмалли объектсен харпăрлăх прависене регистрацилекен пай пуçлăхĕ:
— Граждан кодексĕпе килĕшÿллĕн туса пĕтермен çурт хатĕр объект пекех куçман пурлăх шутне кĕрет. Çак пурлăха сутас е парнелес тесен чи малтан унăн хуçи пулса тăмалла. Ку ĕç-хĕле пурнăçлама йывăр мар.
Объектăн техника планне хатĕрлеме кадастр инженерне чĕнсе илмелле. Унăн ĕçĕ тÿлевлĕ. Инженер планра объектăн тĕп паллисене палăртать, процентпа вăл мĕн чухлĕ хатĕррине кăтартать. Ас тăвăр: техника планне хатĕрлеме пурăнмалли çурт-йĕр строительствине пуçарма ирĕк паракан документ /ăна ял тăрăхĕн администрацийĕнчен илмелле/ кирлĕ. Унсăрăн кадастр инженерĕ ĕçе пуçăнмĕ.
Техника планне алла илсен харпăрлăх прависене регистрацилеме юрать. Нумай функциллĕ центрта ыйту çырмалла, пĕрле техплан /электрон майпа/, çĕр лаптăкĕн хуçи пулнине çирĕплетекен документа тăратмалла. Пĕр заявленирех кадастр учетне тăратма та, харпăрлăх прависене регистрацилеме те ыйтма юрать. Ку ĕç-хĕл те тÿлевлĕ.
Учетпа регистраци ĕçĕсем хыççăн сире ЕГРН выпискине параççĕ. Унта объектăн тĕп паллисене, кадастр номерне, харпăрлăх прависемпе çыхăннă сведенисене кăтартаççĕ. Хальхи вăхăтра ЕГРН выписки куçман пурлăх объекчĕсен харпăрлăх прависене çирĕплетекен пĕртен-пĕр документ шутланать.
Тивĕçлĕ документсене хатĕрлесе çитерсен çурт-йĕрпе хăвăра кирлĕ пек усă курма пултаратăр.
Çурта хута ярсан кадастр инженерне тепĕр хут чĕнмелле. Вăл ун чухне хатĕр объектăн техника планне хатĕрлесе парĕ. Каллех çÿлерех асăннă ĕç-хĕле пурнăçлама тивĕ. Хальхинче малтанхи документсене улшăну кĕртме ыйтса заявлени çырмалла. Учетпа регистраци ĕçĕсене пурнăçланă хыççăн туса пĕтереймен çурт сведенийĕсене архива яраççĕ. Хута янă объекта çĕнĕ кадастр номерĕ параççĕ тата харпăрлăх прависене регистрацилени çинчен каланине çĕнĕрен çыраççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.