Питĕрте чăваш чĕлхи клубĕ ĕçлет

8 Юпа, 2018

Питĕрти йăхташăмăрсен юлташ тупма çав тери ансат. Вĕсен чăваш чĕлхи клубне кăна каймалла. Ăна Йĕпреç районĕнчи Чăрăшкассинче çуралнă Екатерина Данилова ертсе пырать. Вăл аслă шкулти истори факультетĕнче пĕлÿ илнĕ.
«Çакăнта пурăнакансем чăвашсен аваллăхĕпе кăсăкланни, чĕлхине ăша хывма тăрăшни хамшăн та кĕтменлĕх пулчĕ. Пирĕн йышра чăвашсем кăна мар, ют халăх çыннисем те пур. Тĕслĕхрен, пĕри — Ка-захстанран, тепри Краснодар тăрăхĕнчен куçса килнĕ. Вĕсен темиçе сыпăкри тăванĕсен хушшинче чăвашсем пулнă. Хальхи ăру вара йăх-несĕлĕ çинчен ытларах пĕлесшĕн», — хăй чăваш пулса çуралнишĕн хăпартланса калаçать хĕр. Çак йыш Наци литературин вулавăшĕнче кашни эрнерех каçсерен пуçтарăнать. Вĕсем валли ятарласах пÿлĕм уйăрнă. Клуба çÿрекенсен çакăнтах чăваш кĕнекисемпе паллашма май пур. «Пирĕн чăвашла хаçат-журнал ытларах вулас килет. Çырăнса илес ыйтăва çĕкленĕ. Ахăртнех, çитес вăхăтрах татса парăпăр», — тет хастар çамрăк. Ку ĕçе чун ыйтнипе пурнăçласа пырать вăл. «Манăн çынсемпе хутшăнас, тăван чĕлхепе калаçнине илтес килет», — ăнлантарать чăвашлăха сарассишĕн вăйне те, вăхăтне те шеллемен хĕр.
Ытти халăх хушшинче çухалса кайманни çĕнĕ ĕçе пуçăнма, чăваш культурине аталантарма, йăли-йĕркине тытса пыма хавхалантарать вĕсене. Питĕрти чăвашсем тĕрĕ ăстисемпе, çыравçăсемпе, сăвăçсемпе тĕл пулма хапăл. Çав вăхăтрах ташлаççĕ те, юрлаççĕ те, выляççĕ те вĕсем. Екатерина Данилова чăваш чĕлхи клубĕн ĕçне ачасене, çамрăксене ытларах явăçтарасшăн. Тĕрлĕ ÿсĕмрисем пĕр çемьери пек туслă пурăннине мĕн çиттĕр?!
«Çуралнă тăрăхран аякра тĕпленсен те тăван халăхăн пĕр пайĕ пулнине туйни, паллах, кирек кама та вăй парать, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Эпир, пĕр йыша чăмăртаннă чăвашсем, вăйлă халăх пулнине ĕнентерме- кăтартма тăрăшатпăр», — тăсăлать калаçу.
Çак клуба çÿрекенсене чĕлхе фестивалĕсене чĕнеççĕ. Вĕсем Санкт-Петербургри, Мускаври, Чулхулари уявсене хутшăннă. Унта чăваш чĕлхи уйрăмлăхĕ çинчен каласа кăтартнă, халăх историйĕпе паллаштарнă. Шăпах çакнашкал уявсенче Раççей халăхĕ мĕнешкел мăнаçлине-вăйлине чунпа туйма пулать паллах. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.