Archive - 21 Кăрлач, 2017
"Чăваш хĕрарăмĕ” 21.01.2017
«Чăваш хĕрарăмĕ» 2 /975/ №. 21.01.2017
Пĕртен-пĕр арçын
— Юратнă хаçатăмăр тин çеç тухма пуçларĕ пек. 20 çул çитни сисĕнмерĕ те. Унăн историйĕнче манăн ятăм та пурри, паллах, савăнтарать. Хаçатра ĕçленĕ корреспондентсенчен эпĕ — пĕртен-пĕр арçын. Çакă та хăйне евĕр чыс. Паллах, «Хыпар» хаçатран «Чăваш хĕрарăмне» куçарнине ун чухне кăмăлласах та йышăнманччĕ-ха эпĕ. Ара, маншăн «Хыпар» сумлăрах шутланнă. Анчах çак кÿренÿ часах сĕвĕрĕлчĕ.
Чун тасалать, кĕлетке çăмăлланать
Йĕри-тавра чăваш юрри янăрать, шашлăк шăрши сарăлнă, халăх киленсе калаçни хăлхана кĕрет. Çакнашкал кĕтсе илчĕ мана Шупашкарти арçынсен Çветтуй Троица мăнастирĕпе юнашар хатĕрленĕ шыва кĕмелли вырăн. Кăрлачăн 19-мĕшĕнче кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче çакăнта халăх йышлă пуçтарăннă. Республикăри бокс федерацийĕн спортсменĕсем пĕрин хыççăн тепри вакка сикрĕç. «Кăшарнире шыва кĕме хăнăхнă. Çак йăлана 17 çул тытса пыратпăр», — теççĕ вĕсем.
“Эпĕ — ырă халăх тĕпренчĕкĕ”
Çапла та пулса иртет пурнăçра. Нумай çул пĕлнĕ тесе шутланă çынна кĕтмен çĕртен пач урăх енчен “уçатăн”. Паян вулакана каласа кăтартас текенскер — шăпах çакăн йышшисенчен. Пĕр шкултах ăс пухнă унпа. Тантăшĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнипе — асăрхаман. Чăваш калашле, ыттисенчен мала та иртмен, кая та юлман вăл. Шкултан вĕренсе тухса кайнă хыççăн вара — ак тамаша! — ентешĕмĕре сцена çинче куртăмăр. Юрлать те, кирлĕ пулсан ташлать те хайхи. Пирĕншĕн, ялта çуралса ÿснĕскерсемшĕн, артист тени пачах урăх тĕнчерен килнĕскер пек туйăнатчĕ те... Кунта вара нумай-нумай çул пĕлнĕ-палланă каччă пултарулăхĕпе куракана тыткăнлать. Ăçтан, мĕнле майпа лекнĕ-ха Владимир Григорьев асамлăх тĕнчине /искусство чăнласах асамлăх мар-и вара?/.
Сăмах вăйĕпе çынсене пулăшмалла
Раççей тата Чăваш пичет кунĕн уявĕнче сăмах ăстисем Чăваш патшалăх филармонийĕнче пуçтарăнчĕç. Хăнасене аслă шкулта вĕренекен пулас журналистсем кĕтсе илчĕç. Вĕсем валеçсе панă кĕсье хунарĕсем куракансен залне çăлтăр çутиллĕ лапама çавăрма пулăшрĕç. Çакă ĕçе чунран парăннине, çак çула ахальтен мар суйласа илнине ăнланса илме пулăшрĕ.
Лăпкă кĕвĕ çеç...
Упăшка вăтăр тултарнине тăвансемпе, туссемпе пухăнса уявларăмăр. Яшла-хĕрле çÿренĕ вăхăтсене аса илсе юлташсемпе каçхи клуба çитме тĕв турăмăр.
Кивĕ Çĕнĕ çул кĕреки
Кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче Севастопольти Наципе культура обществисен ассоциацийĕ Крымри халăхсен хĕллехи уявĕсене халалланă каçа пуçтарăннă. Вĕсем пĕр-пĕрне хăйсен культурипе, апачĕпе, çи-пуçĕпе, йăли-йĕркипе паллаштарнă. Севастополь Правительстви уявсемпе саламланă май Ассоциаци ĕçне пысăка хурса хакланă. Çак йыш наци халахĕсен культурине упраса хăварнине тата аталантарнине, туслă пурăннине палăртнă.