Пĕртен-пĕр арçын

— Юратнă хаçатăмăр тин çеç тухма пуçларĕ пек. 20 çул çитни сисĕнмерĕ те. Унăн историйĕнче манăн ятăм та пурри, паллах, савăнтарать. Хаçатра ĕçленĕ корреспондентсенчен эпĕ — пĕртен-пĕр арçын. Çакă та хăйне евĕр чыс. Паллах, «Хыпар» хаçатран «Чăваш хĕрарăмне» куçарнине ун чухне кăмăлласах та йышăнманччĕ-ха эпĕ. Ара, маншăн «Хыпар» сумлăрах шутланнă. Анчах çак кÿренÿ часах сĕвĕрĕлчĕ. Халĕ пĕр ÿпкев те, пĕр кÿренÿ те çук ĕнтĕ. Паян ĕçлеме сĕнсен 20 çул каяллахи пек турткаланмăттăм, пĕр иккĕленмесĕр килĕшĕттĕм.

Малтанхи тапхăрта хаçата черетлесе пĕчченшерĕн кăлараттăмăр та — çăмăлах марччĕ. Çынсемпе те тĕл пулмалла, материал та çырмалла... Апла пулин те йăтса тухрăмăр. Валентина Смирновăпа, Галина Матвеевăпа, Маргарита Ильинапа килĕштерсе тăрăшаттăмăр. Хĕрсем ĕçлеме вĕрентрĕç тесе те уççăнах калама пултаратăп. Ун чухне сăвă та çыркалаттăм-ха, вĕсем те пичетленетчĕç. Тăрăшса, чунран ĕçленĕ паллах: тумаллине — тунă, каламаллине — каланă.

3 çул ĕçлерĕм «Чăваш хĕрарăмĕнче». Çак тапхăрта аса илмеллисем те пулнах. Пĕрре çапла Валентина Смирновăпа иксĕмĕр те пĕр ватă тухтăрпа калаçса материал хатĕрленĕччĕ. Çакна хамăр пĕлмен те. «Хыпар» тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев никамăн материалне те пăрахăçламанччĕ, иксĕмĕрĕннипе те усă курнăччĕ, пичетленĕччĕ.

Чăваш халăх историйĕпе çыхăннă материалсем те пĕрре мар хатĕрленĕ. Шăпах çакăн йышшисем тепĕр чухне хаçатра çитмеççĕ пек туйăнать. Хаçат философине илес тĕк, вăл паллах, чи малтанах çемье ыйтăвĕсем, арçынпа хĕрарăм хутшăнăвĕсем çинче йĕркеленет. Хамăр та ку ыйтусене пĕрре мар çутатнă. Ял халăхĕ мĕнле пурăннине, уйра епле тăрăшнине çырса кăтартнă, арăмĕпе упăшкин хăйсене епле тытмаллине те тишкернĕ...

Хаçатра ĕçленĕ вăхăтрах диссертаци çырса хÿтĕлентĕм те философи енне туртăнтăм. Студентсемпе ĕçлеме пуçларăм. Халĕ килте ларатăп ĕнтĕ. Аван пурăнатăп. Вулакансене те яланах «лайăх пурăнатăп» теме сунатăп.

Сарри МИШШИ, профессор, философи наукисен тухтăрĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.