Archive - 8 Авăн, 2016

8 Авăн, 2016

Анкета

Эпĕ текех шкул ачи мар. Çапах та çав ырă вăхăтсем асрах. Пирĕн ачалăхра чаплă йыш¬ши смартфонсем, ноутбуксем тата, паллах, социаллă тетелсем çукчĕ. Хĕрачасенчен чылайăшĕ анкета пуçлатчĕ. Çав ыйту тетрадьне мĕн тĕрлĕ капăрлатман-ши: пĕрисем унта тĕрлĕ тĕслĕ журналсенчен касса илнĕ хитре хĕрачасене çыпăçтаратчĕç, теприсем ÿкерчĕксемпе илемле¬тетчĕç. Анкетăна пĕр-пĕрне çырса хуравлама параттăмăр, калаçма юратманнисене те тыттараттăмăр.

8 Авăн, 2016

Чир кÿнĕ инкекшĕн саплаштараççĕ

"Кун пек лару-тăрăва лексе курман çынна пирĕн инкеке ăнланма йывăр пулĕ. Сыснасене пĕтернипе пĕрлех малашнехи тĕллевсем те пăчланчĕç. Манăн хуçалăхран тĕрлĕ ÿсĕмри 44 сыснана пуçтарса илчĕç. Юрать-ха, малтанах палăртнă компенсацие вăхăтра тÿлесе татрĕç. Унпа усă курса ял хуçалăх ĕçне пăрахасшăн мар. Сыснасăр пуçне 17 пуç мăйракаллă шултра выльăх усратпăр, вĕсенчен 12-шĕ — ĕне. Çак ене малалла аталантарасшăн", — палăртнă Пăрачкав районĕнчи Крылово ялĕнчи хресчен /фермер\ хуçалăхĕн ертÿçи Светлана Захарова.

8 Авăн, 2016

Техĕмлĕх курaкĕсем

Фенхель — ăшă тăрăхсенче укроп пекех ирĕклĕнех пахчара ÿсет. Икĕ çул çитĕнекен техĕмлĕх курăкĕ ÿссе вăррине тăкать те тепĕр çул хăех шăтса тухать. Пирĕн патра ăна пахчара ака уйăхĕн вĕçĕнче е çу уйăхĕнче акаççĕ. Фенхель вăрри вар-хырăм ĕçне лайăхлатать.

Pages