Хризантема

Тухăçра ăна «ылтăн чечек» теççĕ. Ăна япони гербĕ çинче курма пулать, виçĕ пин çул каяллах илемĕшĕн ÿстернĕскере тухăçра халĕ те хаклаççĕ.

Хризантемăн тĕрлĕрен çĕр-çĕр сортне кăларнă. Вăл — кĕске кунра аталанакан ÿсен-тăран, кун палăрмаллах кĕскелсен, çурла уйăхĕнче чечек çурма пуçлать те мĕн шăнтса лартичченех илемĕпе савăнтарать. Ахальтен-и «кĕрхи чечексен патши» теççĕ ăна.

«Кĕрхи патшан» шултра чечеклĕ сорчĕсене пирĕн патăмăрта çитĕнтерме йывăртарах. Вĕтĕрех сортсем ÿстересси вара пачах та кăткăс мар: вĕсем сивĕрен хăрамаççĕ. Вĕтĕрех сортсене пахчара ирĕкре тата пÿлĕмре куршакра çитĕнтерме пулать. Раççейĕн вăтам тăрăхĕнче çÿллĕ мар хризантемăсем ирĕкре аванах хĕл каçараççĕ. Кĕркунне тунана 10-15 см хăварса касмалла та торфпа хупламалла, çиелтен çулçăпа е хыр-чăрăш лăссипе витмелле.

Хризантема çутта юратать. Ăна валли пахчара хĕвеллĕ вырăн суйламалла. Тăпра нÿрĕ, йывăр пулнине килĕштермест. Тымарĕсем тарăна кайманнине кура тăпра типсе каясран та асăрхамалла. Хризантема хĕл каçакан лаптăка кĕркунне вăйлă çумăрсенчен хÿтĕлемелле. Ытлашши нÿрĕкпе тымарсем хĕлле шăнса пĕтме пултараççĕ. Чечек тĕмĕ йăвăланса кайнă пулсан ăна сайралатмалла. Анчах çак ĕçе кĕркунне тумалла мар. Çуркунне, çу-çĕртме уйăхĕсенче хризантемăна куçарса лартма юрать. Чечеке тĕме пайласа çеç мар, тунаран та ĕрчетме пулать. Тĕмĕн хунавĕсене икĕ-виçĕ çулçă сыпăкĕ хăпарсассăн чалăшла касмалла, тăррине татса илмелле те пулăхлă тăпрана лартмалла. Тымар хăвăртрах ямашкăн пĕр талăк «корневин» шĕвекĕнче тытма юрать. Лартнă хунава çителĕклĕ нÿрĕкпе тивĕçтермелле. Пĕр уйăхран вĕсем тымарланса турат кăлараççĕ. Çакнашкал меслет тĕп тĕмĕн паллисене сыхласа хăварать.

Чечеке вăрăран ĕрчетекенсем те пур. Анчах та акнă вăрлăхран тепĕр чухне урăх пахалăхлă чечек çитĕнет. Е тĕсĕ «амăшăннипе» пĕр килмест, е чечек калăпăшĕ, форми улшăнма пултарать. Вăрăран акса çитĕнтерес тесен хризантемăна калчалантарма пуш-ака уйăхĕсенче куршака акмалла. Куршакри калчана çăра пулсан сайралатмалла, ирĕке çуркуннехи сивĕсем йăлтах иртсен куçарса лартмалла.

Чечекленес умĕн хризантемăна фосфорлă, калиллĕ удобренипе апатлантармалла /суперфосфат, кали селитри/. Шĕвек удобрение ÿсен-тăран лайăхрах йышăнать.

Çак чечеке çитĕнтересси ытти чечексене пăхассинчен питех уйрăлса тăмасть. Тимлĕ чечекçĕне хризантема чÿк уйăхĕнче те хăйĕн илемĕпе савăнтарĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.